Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккунсем çирĕпрех ыйтаççĕ

30 апреля 2011 г.

Саккунсем çирĕпрех ыйтаççĕ

Пушар хăрушлăхĕ паянхи пулăм мар. Çавăнпа та ун çине çиелтен пăхакансемпе килĕшме çук. Мĕн шутлать-ха Муркаш Енри пушар хăрушсăрлăхĕ пирки патшалăх надзор ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕн ертÿçин ĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан Андрей Васильевич ЕФИМОВ; Çак ыйтуран пуçларăмăр та уяв умĕнхи хамăр калаçăва.

– Май килнипе усă курса малтанах районти пушар хуралĕнче паян ĕçлекенсене тата çак службăна аталантарнă ĕç ветеранĕсене Раççей Федерацийĕнчи пушар хуралĕн кунĕпе саламлатăп. Пĕрле туса ирттернĕ ĕçсемшĕн, паян пурнăçа кĕртекен тĕллевсемшĕн, кулленхи çитĕнÿсемшĕн тав тăватăп. Паян службăра тăракансем хăйсем суйласа илнĕ ĕçре ятăра ямасса шанса тăратăп. Сире те, сирĕн çемье членĕсене те кулленхи ĕçре-пурнăçра сывлăхпа телей сунатăп.

Историе пăхсан Раççейри пушар хуралĕн кун-çулĕ 1649 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче пуçланать. Çавăн чух çĕр-шывра патшан «Наказ о градском благочинии» Указĕ кун çути курать. Çакăнтан пуçланать те ĕнтĕ Раççейри профессиллĕ пушар хурал пурнăçĕ.

– Унтанпа улшăнусем сахал мар пулчĕç ĕнтĕ...

– Тĕрĕсех, сахал мар, анчах вĕсем кашниех пушар хуралне малалла уттарнă, халăх пурнăçĕпе экономика сыхлавне вăйлатнă. 1994 çулта «Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен» Федераллă Саккун вăя кĕчĕ. Унта палăртнă тăрăх пушар хуралĕн тĕп задачи пушар тухассинчен сыхланассине йĕркелесси тата ăна сÿнтересси. Пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси – патшалăхăн тĕп функцийĕсенчен пĕри.

– «Раççей Федерацийĕнче вырăнти самоуправление йĕркелессин пĕтĕмĕш-ле принципĕсем» федераллă саккун пушар хăрушсăрлăхне те пырса тивни пирки каласа памăр-ши;

– Çапла, пушар хăрушсăрлăхне кун йĕркинче тытас ыйту ял тăрăхĕсен чиккинче вырăнти самоуправлени органĕсен нормативлă акчĕсемпе пулса пырать. Кунта пушар хуралне тата унăн ĕçне йĕркелесси, халăха çак ĕçе явăçтарасси, халăха пушар хăрушсăрлăхĕпе паллаштарса тăрасси, пушарсене сÿнтересси тата аварипе çăлав ĕçĕсене туса ирттересси кĕрет. Пурте куратпăр, пушар хăрушсăрлăхĕ хамăр алăра. Апла пулсан лăпкă пурнăçшăн пурсăмăр та пĕрле яваплă пулса тăратпăр. Хальлĕхе вара... Кăçал апрелĕн 29-мĕшĕ тĕлне районта 14 пушар пулчĕ. Танлаштарма, пĕлтĕр çак вăхăта 10 пушар пулнăччĕ. Çакă кашнинех шухăшлаттарма тивĕç тесе шутлатăп.

Автортан. Малалла 37-мĕш пушар чаçĕн пуçлăхĕпе Юрий Николаевич ВАРЮХИНПА калаçатăп.

– Районти 37-мĕш пушар чаçĕ – вут-çулăмпа кĕрешекен организаци. Пушар хурал кунĕ умĕн унăн историйĕпе, пушар сÿнтерес ĕçе пурнăçне панă ĕçченсемпе паллаштарма çук-ши;

– Пирĕн пушар чаçĕн историйĕ 1964 çулхи ноябрĕн 17-мĕшĕнче çырăнма пуçланă. Пушар хуралĕн пĕрремĕш пуçлăхĕ И.М. Казамбаев, малтанхи водительсем Ю.И. Тучевпа Н.Т. Тарасов тунă ĕçсем паян та упранаççĕ. Вĕсен ĕçне малалла тăснă вун-вун ĕçтеш ятне эпир паян та манаймастпăр: А.П.Богданов, И.Б. Иванов, Н.П. Романов, Г.М. Пыркин, А.А. Архипов, В.Е. Павлов, Н.К. Чернов, М.М. Верендеев, В.В. Воробьев, Г.М. Леймов, пушар хуралĕнче чылай ĕçленĕ А.Н. Куликов, В.А. Сорокин, кунтах ĕç ĕмĕрне ирттернĕ И.Н. Смирнов т.ыт.те. Вĕсен ĕçне малалла туртакансем те хастар. Коллективра В.М. Кожелеев аслă водитель, Н.Т. Павлов водитель, 4-мĕш караул пуçлăхĕ В.Л. Грачев, П.П. Петров водитель, 2-мĕш караул пуçлăхĕ С.А. Кириллов ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Ирĕке кайнă çулăмпа пĕччен кĕрешни питех те çителĕксĕр, мĕншĕн тесен Чрезвычайлă лару-тăру министерствине пăхăннăран пирĕн çул-йĕр аварийĕ пулнă çĕре те, ытти тĕрлĕ чрезвычайлă лару-тăрусене сирме те тухмалла. Кун пек чух ведомствăлла пушар хуралĕсем пĕлтерĕшлĕ вăй пулса тăраççĕ. «Ударник», «Герой», «Свобода», Суворов яч. хис. хуçалăхсене, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикине ырăпа палăртас килет.

– Çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ-и тата;

– Унсăр мар. Мăн Сĕнтĕрте унчченех 37-мĕш пушар чаçĕн уйрăм посчĕ пулнăччĕ пулсан пĕлтĕртенпе çакнашкал пост Шомикра ĕçлеме пуçларĕ. Иртнĕ çулхи вăрман пушарĕсене сÿнтерме хутшăннăшăн пирĕн ĕçченсен пысăк пайне çĕр-шыв медальсемпе чысларĕ. Çĕр-шыв пире манмасть пулсан эпир ĕçлетпĕр. Апла пулсан паян пушар хуралĕнче ĕçлекен пур ĕçченсене те, вĕсен çемйисемпе хамăрăн ветерансене эпĕ те Раççей пушар хуралĕн кунĕпе саламлатăп.

А. БЕЛОВ

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика