Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпей-илем хамăршăн

30 апреля 2011 г.

Тирпей-илем хамăршăн

Çуркуннепе Ĕç уявĕччен Муркаш салине те самай ырă сăн кĕчĕ. Кунта вара манăн пуçаруллă ĕç ушкăнĕсене палăртас килет: «Единая Россия» партин районти организацийĕн секретарĕ Ю.А. Иванов ертсе пынипе ытти ответлă ĕçченсем, Муркаш ял тăрăхĕн тата культура пайĕн специалисчĕсем, ветстанци тата Пенси Фончĕн коллективĕсем. Çавăн пекех Муркаш шкулĕнче 9а, 9б, 9в класра вĕренекенсем тата О.И. Михайлова, Г.В. Андреева, А.А. Налимова, З.П. Кожевникова, Л.П. Николаева учительсем маттур пулчĕç. Вĕсем тăрăшнипе парка тирпей-илем кĕртрĕç. Çÿлерех асăннă маттурсене пурне те тав сăмахĕ калас, малашнехи ĕç-хĕлте ăнăçу сунас килет.

Çав хушăрах ырă ĕçрен аякра тăрса юлакансем те пулчĕç. «Россельхозбанк», суд приставĕсен, «Поддержка», БТИ, регистраци тата кадастр палатисен, ĕçпе тивĕçтерекен центр, «Чувашсетьгаз», Перекет банкĕн ĕç коллективĕсем, ЛДПР, КПРФ, «Справедливая Россия», «Яблоко» партисен представителĕсем, В.В. Мефодьев патĕнчи уйрăм предпринимательсем пирĕн йыхрава хапăл тумарĕç, хамăр тавралăх илемĕшĕн тăрăшмарĕç.

Н. НИКИТИН,

Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика