27 апреля 2011 г.
Хускану пур ÿсĕмре те кирлĕ
Хускану – пурнăç тесе ахаль каламаççĕ. Çын активлă та спортпа туслă пулсан унăн ĕмĕрĕ вăрăмрах пуласси те паллă.
Юлашки вăхăтра хуласенче кăна мар, яллă вырăнсенче те фитнес активлă юхăм пулса тăчĕ. Ăна вара çамрăксем çеç мар, аслă ăрури çынсем те килĕштереççĕ.
Акă Муркашри ФСК-ра та эрнере икĕ хутчен – ытлари кунпа эрне кун – 50 çултан иртнĕ хĕрарăмсем фитнеса çÿреççĕ. Çынна пур вăхăтра та хускану кирлине ăнланаççĕ вĕсем. Пĕр сехете яхăн тăсăлакан занятисене Муркашри тĕп больницăра вăй хуракан Л.М. Иванова врач ертсе пырать. Унăн «урокĕсемпе» хĕрарăмсем кăмăллă. «Фитнеса килĕштерсех çÿретпĕр. Тĕрлĕ хусканусем туни хăпартланулăх кÿрет, çăмăллăх парнелет», – теççĕ вĕсем.
Ятарлă программа тăрăх тĕрĕс йĕркеленĕ тренировкăсем вара çулсем кайнăçемĕн те çынна сывлăхлă пулма пулăшаççĕ, малалла пурăнас, ĕçлес туйăма пĕтме памаççĕ. Апла организм йывăрлăха мĕнле чăтма пултарнине врачпа канашласа пĕлсен спортпа туслашассине ырана хăвармалла мар: 18 çулта-и е 50 çулта – сывлăхшăн яланах тăрăшмалла.
«Сывлăх» ФСК-ра пенсионерсем валли те, хевтесĕр çынсем валли те майсем чылай туса панă. Ÿркенмелле мар çеç. Тăрăшсан ял тăрăхĕсенчен те пĕрле пухăнса килме пулать.
Н. НИКОЛАЕВА
сăн ÿкерчĕкĕ.