Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ытларахăшĕ – вăрăлла ĕçсем

27 апреля 2011 г.

Ытларахăшĕ – вăрăлла ĕçсем

Ултавлă ĕçсем, тĕрлĕ преступленисем тăвакан çынсем сахал мар. Йĕркене пăснă кашни тĕслĕхе уçса памалла. Кунта вара следовательсен ĕçĕ те пĕлтерĕшлĕ.

Акă кăçалхи пĕрремĕш кварталта кăна-ха районти шалти ĕçсен пайĕ çумĕнчи следстви уйрăмĕ 45 ĕç пăхса тухма йышăннă. Ку вăхăтра 27 ĕç тишкерсе (вĕсемпе 28 çынна айăпланă) суда тăратнă. Çак ĕçсене уçса панă чух следовательсем йĕркене пăснă хушма тепĕр тĕслĕх тупса палăртнă. Суд айăпа сирекен приговорсем йышăнман. Йĕркене пăснă тĕслĕхсенчен ытларахăшĕ – вăрăлла ĕçсем тата çул-йĕр çинчи инкек-синкексем.

Çак тапхăрта РФ Уголовлă процессуаллă кодексĕн 208 статйипе килĕшÿллĕн уголовлă яваплăх тыттармалли çынна тупса палăртман пирки 4 ĕç, айăпланакана е йĕркене пăсакан пулма пултаракан çын шыравра пулнăран 1 ĕç чарса лартма тивнĕ.

Ĕçсене тишкернĕ хыççăн следовательсем йĕркене пăсма май паракан лару-тăрусене те палăртнă. Çапла следстви уйрăмĕ 31 представлени тăратнă, вĕсенчен виççĕшĕ – çул çитмен çамрăксем тĕлĕшпе. 23 представлени – влаç тата хăй тытăмлăх органĕсене. Представленисене вăтăр кун хушшинче хурав памалла, унсăрăн административлă яваплăх кĕтет.

И. ВАСЮХИН,

районти шалти ĕçсен пайĕ

çумĕнчи следстви уйрăмĕн

пуçлăхĕн тивĕçĕсене

пурнăçлаканĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика