Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăшал ытларах тимлĕх ыйтать

27 апреля 2011 г.

Пăшал ытларах тимлĕх ыйтать

Хĕç-пăшалпа усă курса преступлени тунă тĕслĕхсем пирĕн республикăра та пур. Çавăнпа та хĕç-пăшал çаврăнăшне йĕркере тытса тăрассипе Шалти ĕçсен министерстви хушма мерăсем йышăнать.

Акă февраль уйăхĕнчен пуçласа харпăр хăйне хÿтĕлемелли тата сунар пăшалĕсене туянма, упрама тата пĕрле илсе çÿреме лицензи е ирĕк илес текенсен ятарлă хатĕрлев курсĕнче пулнине çирĕплетекен справка, сунар пăшалне туянас текенсен вара сунара çÿреме ирĕк паракан документ кирлĕ. Вĕсенче пулас пăшал хуçи унпа йĕркеллĕ усă курма тата ăна тĕрĕс упрама пĕлнине çирĕплетни пулмалла. Тепĕр самант – пăшал туянас текен пĕр вырăнта тĕпленсе пурăннине ĕнентерекен паспортри штамп.

Хĕç-пăшал туянма лицензи е ăна упрама ирĕк паракан хут илме пыракансене пурне те ятарлă предписани параççĕ: пăшал упранакан вырăна сыхлав сигнализацийĕн оборудованине вырнаçтармалла, ăна ведомство тулашĕнчи сыхлавăн территори подразделенийĕн сăнав пульчĕпе çыхăнтармалла.

Т. ТЕРЕНТЬЕВА,

районти шалти ĕçсен пайĕн

ЛРР уйрăмĕн инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика