Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Н. ПАВЛОВ: «Ял малашлăхне шанса ĕçлетĕп»

27 апреля 2011 г.

Н. ПАВЛОВ: «Ял малашлăхне шанса ĕçлетĕп»

Паян калаçма ÿркенменни çеç йывăрлăхсем пирки шарламасть. Вĕсене çĕнессипе çĕнĕ аталану çулĕсем шыракансем вара кашни утăмрах мар. Шăпах çакăн пеккисен ырă шухăшĕсемпе тĕллевĕсене мала хурса, аталантарса, вĕсенчен тĕслĕх илсе ĕçлемелле паян. Çакнашкал шухăшпа çул тытрăм та эпĕ Турай ял тăрăхне. Ял тăрăх администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Александрович ПАВЛОВ мана урамра кĕтсе илчĕ. Хăйĕн куçĕ вара умра сарăлса выртакан Турай ялĕ çинчен каймасть те. Иртнĕ çул ял тăрăхĕн пуçлăхне суйланнă арçыннăн шухăш-ĕмĕчĕсем пĕрремĕш сăмахсенченех ял аталанăвĕ пирки çеç пулни курăнчĕ. Турай ял тăрăхĕ нумаях пулмасть ялсене компактлă аталантарассипе ирттернĕ комплекслă программăра пĕрремĕш вырăна тухни те халĕ каланипе тÿрремĕнех çыхăнса тăрать. Çавăнпа та пирĕн калаçу ялсене комплекслă аталантарасси пиркиех пулчĕ.

– Николай Александрович, эсир Турай çынни пулманран çак ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тилхепине тытма хăрамарăр-и; Иртнĕ вăхăтра кунти çынсемпе пĕр чĕлхе тупма май килчĕ-и; Мĕнлерех ĕмĕтлĕ вĕсем малашлăх умĕнче;

– Тăруках нумай ыйту парса ан тăкăр-ха. Кашнин çине туллин хуравласа çитереймесрен, ял тăрăхĕнче пурăнакансен куçĕнчен ÿкесрен хăратăп, – шÿтлерĕ пуçлăх.

– Ыйтăвĕсем ытларах та пулĕç-ха, – тăсрăм сăмаха калаçу пуçламăшне шÿте çавăрса.

– Апла пулсан ыйтусен цунамийĕ пуçланиччен кашнин çинех тулли хурав пама тăрăшам. Çапла, эпĕ Турай ял тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ çын мар. Анчах Чуманкасси енĕ Турайпа кÿршĕллĕ пулнăран тата юлашки çулсенче хам уйрăм предприниматель пулса пассажирсем турттарассипе ку енре ĕçленĕрен Турайсемпе Анаткассисен çивĕч ыйтăвĕсем те хамăнни пекех ума тухрĕç. Вĕсене ытла кая юличчен камăн та пулин татса памаллах. Шăпах çак тĕллевпе кÿлĕнтĕм те ĕнтĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕн лавне. Ăна пурнăçа кĕртессипех ял тăрăхĕн депутачĕсемпе, вырăнти культура тата обществăлла организацисен ĕçченĕсемпе калаçса татăлса районти ял тăрăхĕсен компактлă аталанăвĕн комплекслă программине хутшăнтăмăр. Мĕн тетĕр – пăр тапранчĕ. Унта хутшăннă 3 ял тăрăхĕнчен пирĕн тĕллевсене ытларах хак пачĕç, эпир хамăр плансемпе 1-мĕш вырăна тивĕçрĕмĕр. Халĕ хамăр тĕллевсене пурнăçа кĕртесси малти вырăна тухрĕ. Кунта ял тăрăхĕнче пурăнакан кашни çыннăн яваплăхĕ малта пулмалла. Эпир пурсăмăр та пĕр тĕллевлĕ пулсан çеç Турай ял тăрăхне кĕрекен ялсем тирпейлĕ те илĕртÿллĕ пулĕç. Çакна пирĕн енре пурăнакансем тăвайраççех. Кун пирки манăн иккĕленÿ çук.

– Компактлă аталанура мĕнле строительствăпа юсав ĕçĕсене мала кăлартăр-ха; Хăшĕсене эсир пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăр;

– Ял тăрăхĕн ыранхи кунĕпе пурăнакана паян культура аталанăвĕпе сывлăх учрежденийĕсем тата халăха вĕрентес ĕç ытларах пăшăрхантараççĕ. Ял малашлăхне шанакансем шăпах çак сферăсен пулăшăвĕпе ĕçне-хĕлне мала хурса йышăнаççĕ. Эпир те ку утăмран айккинче тăрса юлма пултараймастпăр. Çапла вара эпир Турай ял тăрăхĕн компактлă аталанăвĕн çывăхри çулсем валли хатĕрленĕ комплекслă программине турăмăр. Ун тытăмне малтанах Анаткассинчи Культура çуртĕнче паянхи пурнăç ыйтнă пек юсавпа строительство ĕçĕсене пурнăçлассине кĕртрĕмĕр. Турайри участок больницине «Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн аталантарасси, Турайри вăтам шкул пурнăçне çĕнĕ шая çĕклесси те малти вырăнта тăраççĕ. Вĕсем пирĕн енре пурăнакан кашни çынна кирлĕ. Çавăнпа пĕрлех вĕсем район аталанăвĕшĕн те иккĕмĕш вырăнта мар. Программăпа уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе кăçалах тĕплĕ усă курасси пирки шутлатпăр. Пĕр пусĕ те усă курмасăр ан юлтăрччĕ.

– Эпĕ пĕлнĕ тăрăх компактлă аталанăвăн комплекслă программине йышăннă чух йĕркелÿçĕсем малашлăх плансене те пăхаççĕ. Сирĕн те вĕсем çук мар ĕнтĕ. Комплекслă программăн тулашĕнчи ĕçĕсем пирки мĕн калайратăр;

– Манăн ĕмĕт – Турай ял тăрăхне чи илемли те чи хăтли тăвасси. Çакна валли пирĕн енре пурте пур. Ял çыннисен ĕçченлĕхĕпе тăрăшулăхĕ те çитет. Хамăрăн çаврăнăçуллă пулмалла кăна. Акă Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕ производство кăтартăвĕсемпе районта та, республикăра та малтисен ретĕнче. Анчах унта Муркаш енчен пыма та, Етĕрнене тухма та паянхи пурнăç ыйтнă пек çул-йĕр çук. Ку ыйтăва çывăх вăхăтрах татса парассипе ĕç пуçланчĕ ĕнтĕ. Çак вăхăтра Токшик ялне шыв кĕртме проект хатĕрлетпĕр. Çатракассинче те кăçал 900 метр шыв пăрăхĕ хумалла.

– Ялсене шыв кĕртессипе эсир иртнĕ кĕркуннех ĕçсене пуçланă вĕт;

– Çапла. Иртнĕ кĕр кунĕсенчех ял тăрăхĕнче вăй хуракансемпе, депутатсен ял тăрăхĕнчи Пухăвĕн депутачĕсемпе, культура ĕçченĕсемпе пĕр чĕлхе тупса ял халăхĕ тăрăшнипе тата вĕсен укçи-тенкипех Çуткÿлте 300 метр шыв кĕртсе хăварма мехел çитертĕмĕр. Çак мелпех Турайĕнче пурăнакансем те 730 метр шыв пăрăхĕ хурса хăварма пултарчĕç. 3 – 4 çул шывсăр аптăранă Çаранçырмисене те шыв пăрăхĕн трассине юсаса шыв патăмăр. Ку вăл, палăртсах калатăп, пĕтĕмĕшле ĕçсен пуçламăшĕ кăна-ха. Ялта пурăнакан кашни çын хăйĕн енĕшĕн тăрăшсан, çанă тавăрса тимлесен Турай енĕ тĕпрен ырă еннелле улшăнасса шанма пулать. Ăна валли кунта никĕсĕ пур.

– Куратăп, тĕллевĕсем пысăк. Анчах ял тăрăхĕ те пĕчĕккĕ мар вĕт;

– 11 яла пĕрлештерекен ял тăрăхĕнче иртнĕ çырав пĕтĕмлетĕвĕпе 2277 çын пурăнать. Район çыннисемпе вĕсем валли пĕр больница, пĕр вăтам шкул тата тепĕр пуçламăш шкул-сад, участокри ветлаборатори, фельдшерпа акушер пункчĕсем иккĕ пур. Пирĕн территорире Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăх, С. Сретинскийпе О. Салтыков хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, «ДаАн» чикĕллĕ яваплăхлă общество ĕçлеççĕ. Çавăнпа пĕрлех усă курман çĕр лаптăкĕсемпе Чкалов ячĕпе хисепленекен пĕрлешÿллĕ хуçалăх усă курасси те официаллă йĕркене кĕнĕ. Çапла вара пирĕн тăрăхра пушă выртакан çĕр çук. Кун йĕркинче вĕсемпе тухăçлăрах усă курасси тăрать.

– Компактлă аталанăвăн комплекслă программинче çĕнтерме сире Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕ çĕнĕ технологисемпе тупăшлă ĕçлесе пыни те тĕкĕ пачĕ пулас. Çапла мар-и;

– Суворов яч. хис. хуçалăх ăнăçлă аталаннишĕн ял çыннисемпе пĕрле эпĕ те кооператив ертÿçине В. Андреева тав тăватăп. Чăнах та вĕсем лайăх ĕçлени ял тăрăхĕн сăнĕ те. Компактлă аталанăвăн комплекслă программинче пирĕн ял тăрăхĕ 1-мĕш вырăна тухнинче асăннă хуçалăхăн тата унта вăй хуракансен тÿпи тĕп вырăнта теессĕм килет. Тавах вĕсене. Анаткассисемпе Çатракассисене, Тушкассисемпе Кĕçĕн Чурашсене тата ÿсĕмлĕрех ĕçлеме Турă пулăштăрччĕ.

– Ял пуласлăхĕ – çамрăксенче. Çак чăнлăха пурнăçа кĕртме шкулсемпе тачă ĕçлени пĕлтерĕшлĕ. Эсир ял тăрăхĕн пуçлăхне суйланнăранпа кунта çĕнĕ варкăш палăрчĕ-и;

– Пур ĕçе те пĕр самантра туса ирттерме çук. Çапах кашни ĕç коллективнех тимлĕх кирлĕ тесе шутлатăп. Компактлă аталанăвăн комплекслă программин пĕр пайĕ Турайри вăтам шкул пулни çакна çирĕплетет те. Кунта вĕренекенсем те ыттисенчен нимĕнпе те кая мар. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче шкулта С. Черкашин тренер ертсе пынипе тата спонсор пулăшăвĕпе бокс секцийĕ ĕçлеме пуçларĕ. Ку вăл çĕр-шывăн пулас хÿтĕлевçисемшĕн пысăк парне пулчĕ. Тепрер çулталăкран Турай каччисем те бокс рингĕнче хăйсене кăтартĕç. Ял малашлăхне ĕненнĕ пекех эпĕ çакна шанатăп. Шкулта хореографи кружокĕ ĕçлеме пуçланине те Турай çамрăкĕсемшĕн илемлĕх тĕнчине ярса пуснă тепĕр утăм тесе шутлатăп. Ĕмĕтсем тенĕрен, Анаткассинчи спорт залне юсаса ĕçе кĕртесси те текех кĕттермест. Ăна та хăй вăхăтĕнче ял çамрăкĕсемшĕнех тунă-çке. Ял çамрăкĕсене спортпа туслаштарассине хамăр ĕç тесе шутлатăп.

– Мĕнех, сирĕн малашлăх тĕллевĕсемпе паллашма кăмăллă пулчĕ. Вĕсем йăлтах ял çыннишĕн, ялта пурăнма юлакан çамрăксемшĕн пулни савăнтарать. Ăнăçу пултăр çеç.

А. БЕЛОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика