27 апреля 2011 г.
Преступноç шайне чакармалла
Вăхăт кустăрми пĕр шелсĕр малалла ăнтăлать, тин кăна çулталăка вĕçленĕччĕ, сисмерĕмĕр те, пĕрремĕш квартала та хыçа хăвартăмăр. Çавна май пурнăçланă ĕçе тишкерсе малашне вăя кĕртмеллисене те палăртмалла. Шалти ĕçсен пайĕн ĕçĕпе кăсăкланнă май эпĕ Е.И. ПЛЕЧОВА калаçăва чĕнтĕм, унти ĕç-хĕлпе паллаштарма ыйтрăм.
– Чи малтанах мана шалти ĕçсен пайĕнче вăй хуракансен йышĕ пĕчĕкленни хумхантарать. Анчах та çакă пирĕн кулленхи ĕç-хĕл çине япăх витĕм кÿмелле мар.
Пирĕн тĕп тĕллев – районти криминаллă лару-тăрăва чакарасси, малашне унран сыхланасси. Преступноç шайĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан нумаях мар пулин те чакрĕ. Çак тапхăрта пĕтĕмпе 109 преступлени регистрациленĕ, иртнĕ çул вара 112 преступлени пулнă. Паллах ку кăтарту лăпланса лармаллине пĕлтермест, малашне татах та хавхаланарах ĕçлемеллине пĕлтерет.
– Йĕрке хуралçисене юлашки тапхăрта ялсенче ытларах та курма тивет, мĕнпе çыхăннă-ха çакă;
– Кăçал ялти активпа тачăрах ĕçлеме пуçланине палăртса хăварас килет. Кашни эрнере профилактика кунĕ ирттерни те ырă пулăм. Актив умĕнче тĕрлĕ енлĕ айăплисене тишкерни те питĕ вырăнлă. Çĕрле иртекен рейдсен ĕçĕ те ырă енчен курăнать. Çул çитмен çамрăксен саккунпа палăртнă вăхăтран ытла çÿреме юрамасть. Çавна май вĕсемпе те пирĕн ĕçченсен хăйсен вăхăчĕсене шеллемесĕр ĕçлеме тивет, мĕншĕн тесен хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачана ирĕке янă. Культура çурчĕсен ертÿçисене те хăш чухне айăплама тивет. Ун йышши заведенисенче çынсен канăвне тĕрĕс йĕркелемелле, унта никама та эрех-сăрапа иртĕхме памалла мар. Çакна пурин те асра тытмалла.
– Аттестаци тапхăрĕ тата еплерех пырать;
– Аттестаци ирттерни питĕ вырăнлă, пирĕн ĕçченсен яланах пур енлĕ хатĕр пулмалла. Пирĕн ĕçре кирек епле кĕтменлĕхпе те тĕл пулма тивет. Вĕсем пурте ку ĕçе ăнăçлă вĕçлессе шанас килет. Пире, районти шалти ĕçсен пуçлăхĕсене, ку тĕрĕслев витĕр кăларчĕç.
– Çапах та эсир хăш саманта ытларах палăртнă пулăттăр;
– Манăн пилĕк çул каяллахи кăтартăва тишкерсе хăварас килет. 2007 çулхи пĕрремĕш кварталта 135 преступлени регистрациленĕ, преступленисен 78,5 процентне уçма май килнĕ. 2008 çулта – 136 (77). Çапла вара çулсеренех преступлени шайĕ чакнă, уçасси ÿснĕ. Кăтарту майĕпен ырă енне туртăнни профилактика ĕçĕпе те çыхăннă.
– Пăшăрхантараканни те пулать пулĕ кулленхи ĕçре...
– Эпĕ хам та ача ашшĕ пулнă май çул çитмен çамрăксем хушшинчи преступлени шайĕ ÿсни питĕ пăшăрхантарать. Йывăр шăпаллă ачасем те хушăнсах пыраççĕ. Çавăнпа та чи малтан ашшĕ-амăшне тимлĕрех пулма ыйтас килет. Умра каникул пулнине шута илсе хамăр ачасене куçран вĕçертес марччĕ.
Çавăн пекех пĕрре айăпланнă çынсемех тепĕр хут преступлени çулĕ çине тăма пикенеççĕ. Ун йышшисене те пирĕн, общественноçăн, асăрхамалла, тĕрĕс çулран пăрăнма памалла мар.
РФ ШĔМ приказĕпе килĕшÿллĕн апрелĕн 17-мĕшĕнче шалти ĕçсен пайĕнче вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă ĕçченсен кунне ирттерме палăртнă. Çавна май эпир те çак ĕçрен аякра юлмарăмăр, вĕсене чысларăмăр. Районта 59 ветеранран тăракан пуçламăш организаци пур. Вĕсем тăрăшнипе иртнĕ çул 5 преступлени, пĕрремĕш кварталта 1 преступлени уçма май килчĕ. Хисеплĕ ветерансем – пирĕн çула уçса пыракансем тата вĕрентÿçĕсем. Эпир вĕсен умĕнче пуç тайма, вĕсем пурнăçланă пархатарлă ĕçе ăша хывма тивĕç.
Йĕрке хуралçин ĕçĕ çăмăллисен шутĕнче мар, нумай чухне харпăр хăй пурнăçĕ пирки те манма тивет. Çавăнпа та пуçлăх çумне М. Мясникова, следстви уйрăмĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан И. Васюхина, штаб пуçлăхне В. Максимова тата ыттисене те ырă сăмахпа асăннă пулăттăм. Пурне те ĕçре ăнăçу та чăтăмлăх сунас килет.
Р. ИЛЛАРИОНОВА калаçнă.