27 апреля 2011 г.
Намăс мар-ши кун пек калаçма?
Хальхи çамрăксем ватă çынсен пенсийĕсене ÿстерсе панăшăн ÿпкелешсе калаçнине тăтăшах илтме пулать. Ĕлĕк эпир, хĕрарăмсем, хальхи пек ача пăхса ларман. Çĕрĕн-кунĕн тенĕ пекех ĕçленĕ. Ĕçлесех пенсие тухнă.
Çимелли те çитсе пыман, тумланмалли те пулман. Хутма вутă сахаллипе ачасем пÿртре шăнса ларни те пулман мар. Çăпатапа шкула çÿренĕ, çапах вĕренме тăрăшнă.
Халĕ çамрăк хĕрарăмсем пурăнма йывăр тенине илтсен кулнăнах туйăнать. Намăс мар-ши вĕсене çавăн пек калаçма; Ниçта та ĕçлеме çÿременнисем те сахал мар. Газĕ пур, çутă пур. Ача çуратнăшăн укçа тÿлеççĕ, пÿрт-çурт çавăрма патшалăх пулăшать, çĕр участокне тÿлевсĕрех уйăрса параççĕ. Ачи 18 çула çитиччен ача укçи парса тăраççĕ. Хăшĕсем ача укçи кĕтсе анчах пурăнаççĕ. Ниçта та ĕçлемеççĕ, ачисене те йĕркеллĕ пăхмаççĕ, укçине илсен те ĕçсе кăна яраççĕ.
Пире вара ача пăхма никам та пĕр пус та паман. Ачисене те хальхи пек çемьере пĕршер е икшер мар, тăватшар е пилĕкшер пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Ялта сĕт сутнă укçапа тытăнкаласа пурăнатпăр тенине те час-часах илтетпĕр. Ĕлĕк вара ачасене çитермелли продукцие те патшалăха памалла пулнă. Çăмартине те, аш-пăшне те, çуне те парса тăнă. Халĕ ĕçлемесĕрех пурăнма пулать. Çавăнпа ытларахăшĕ ĕçлеме çÿремест те. Пирĕн вăхăтра вара ун пек пулман.
Çыраканĕсем: ИВАНОВА, ПЕТРОВА, СЕРГЕЕВА.