Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн вăхăтран тĕрĕслеççĕ.

27 апреля 2011 г.

Мĕн вăхăтран тĕрĕслеççĕ?

Саккун тăтăшах улшăнса тăрать, уйрăм предпринимательсен, ытти юридически лицосен ĕç-хĕлне планпа пăхнă тĕрĕслеве мĕн вăхăтран ирттерме юрать; Хăш чухне вара тĕрĕслев ĕçĕ пире чăрмав кăна кÿрет.

М. ИВАНОВА.

Мăн Сĕнтĕр сали.

2008 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнчи 294 – ФЗ " саккунăн 9 статйин 2 пункчĕпе килĕшÿллĕн планпа пăхнă тĕрĕслеве виçĕ çулта пĕр хутран ытлашши ирттермеççĕ.

Анчах та хăйсен ĕçне сывлăха сыхлас, вĕрентÿ енĕпе тата социаллă сферăра йĕркеленĕ бизнесменсен ĕç-хĕлне ытларах та тĕрĕслеме юрать. Çакăн пирки çÿлерех асăннă саккунра тĕплĕн çырнă. Çитес вăхăтра правительство шайĕнче хăш-пĕр ĕç-хĕле «уйрăмах тĕрĕслемелли» перечене тата вăхăта палăртаççĕ.

Эпĕ пушар хуралĕн ĕçченĕсем юридически лицо территорине пырса пăхмасăрах тĕрĕслев ирттерме пултараççĕ тенине илтнĕччĕ. Çакă чăн е суя сăмах;

С. ПЕТРОВ.

Катькас ял тăрăхĕ.

Çапла, пултараççĕ. Кун пирки çÿлерех асăннă саккунăн 11 статйинче тĕплĕн çырса кăтартнă, ăна документарлă тĕрĕслев теççĕ. Тĕрĕслев тапхăрĕнче ревизорсем организаци е предприниматель докуменчĕсене тĕрĕслеççĕ, маларах ирттернĕ тĕрĕслев акчĕсене тата административлă майпа йĕркене пăснă ĕçсене ытларах тимлĕх уйăраççĕ. Çавăн пекех инспектор ытти документсем тĕлĕшпе запрос тăратма пултарать. Запроспа пĕрле документарлă тĕрĕслеве ирттерме йышăннă пичетпе çирĕплетнĕ приказ е распоряжени копийĕ пулмалла.

Çакăн пек çырăва илнĕ организаци ĕçченĕсен 10 кун хушшинче тĕрĕслев ирттерекенсем патне документ копийĕсене тăратмалла. Ун пирки çÿлерех асăннă саккунăн 11 статйин 5 пунктĕнче çырнă. Тĕрĕслевçĕ патне тăратакан хутсем çинче коммерсант, юридически лицо е унăн представителĕ алă пусни пулмалла.

Район прокуратурин

материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика