Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйне евĕр иртрĕ

27 апреля 2011 г.

 

Хăйне евĕр иртрĕ

Апрелĕн 21-мĕшĕнче Уйкас Янасал ял тăрăхĕнче черетлĕ профилактика кунĕ иртрĕ. Унта хутшăнакансем ушкăнсем çине пайланса тĕрлĕ ялсенче, çемьесенче, ытти объектсенче пулса вĕсенчи пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлпе паллашрĕç.

Ял тăрăхĕ ыттисемпе танлаштарсан пысăках мар, унта пурăнакансен хисепĕ 1052 çынпа танлашать. Пĕтĕмĕшле илсен кунти лару-тăру ытла виçесĕр мар, çапах та çакă лăпланса лармаллинех пĕлтермест.

Профилактика кунне хутшăнакансем ĕç тапхăрĕнче административлă 12 протокол çырчĕç, вăл шутра обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн 6 протокол, йытăна саккун ыйтнă пек усраманшăн 1 протокол, уйрăм хушма хуçалăхра пушар хăрушсăрлăхне пăхăнманшăн 1 протокол тата ытти хăш-пĕр çитменлĕхшĕн.

Ял тăрăхĕнче ăнăçсăр 2 çемье шутланать. Чылай çул хушши çак шутра тăракан пĕр çемьере пулса курнă хыççăн хăш-пĕр ырă улшăну палăрчĕ. Çапах та пăшăрхантараканни те çук мар, темиçе çул ĕнтĕ ача пособине илессине йĕркелеймеççĕ. Документсене вăхăтра пухса тивĕçлĕ çĕре çитернĕ пулсан сахал тупăшлă çемьешĕн уйăхсерен паракан ача пособийĕ пысăк пулăшу пулнă пулĕччĕ. Ку хутĕнче те вĕсем пире сăмах парса шантарчĕç, çитес вăхăтра çак ĕçе тăвассине палăртрĕç.

Çавăн пекех учетра тăракан çул çитмен çамрăксем патĕнче те пулма тÿр килчĕ пире.

Профилактика кунĕн пĕтĕмлетÿ ĕçĕ вара ытти ял тăрăхĕнчисемпе танлаштарсан хăйне евĕрлĕ иртрĕ. Ырă йăлана кĕнĕ ĕç саманчĕ пысăк залра йышлă халăхпа иртетчĕ. Районтан килсе çитнĕ ĕçлĕ ушкăн вунă çынран тăрать пулсан кунти общественность çак хисепрен те сахал пулчĕ, пĕчĕк пÿлĕмри калаçу кичеммĕн иртрĕ. Çапла вара район шайĕнче палăртнă ĕç çине çиелтен пăхни палăрчĕ.

– Ку ял тăрăхĕнчи профилактика ĕçне тепĕр хут ирттерни те ытлашши пулмĕ. Çак ĕç районтан килнисемшĕн мар, вырăнти халăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулмалла, – терĕ обществăлла хăрушсăрлăх милици уйрăмĕн ертÿçи В.А. Григорьев.

Ял тăрăхĕнчи пĕр депутат вара ÿсĕр пуçпа пырса ларма тата шухă сăмахсемпе перкелешме те именмерĕ. Тен вăл вырăнти çынсемшĕн ырă тĕслĕх пулма, районтан килнисене хăй «пултарулăхĕпе» тĕлĕнтерме шутланă; Çакăн пекрех иртрĕ черетлĕ ĕç кунĕ Уйкас Янасал ял тăрăхĕнче.

Р. ИЛЛАРИОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика