Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш чĕлхи пулсан пирĕн халăх пурăнать

27 апреля 2011 г.

Чăваш чĕлхи пулсан пирĕн халăх пурăнать

Çак куна халалласа тунти кун районти историпе краеведени музейĕнче «Чăваш халăхĕн чĕлхипе культури. Истори, йăла-йĕркесем, аталану çул-йĕрĕ» темăпа çавра сĕтел пулчĕ. Унта чăваш чĕлхине чăннипех те сума сăвакан ĕçченсем пухăнчĕç: Чăваш Республикин Муркаш районĕн национальноçсен ĕçĕн канашĕн членĕсем, районти таврапĕлÿçĕсем, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, культура ĕçченĕсем, вĕренекенсем, çыравçăсемпе сăвăçсем. Çавра сĕтеле хутшăнакансем хăйсен шухăш-кăмăлне, чун ыратăвне палăртрĕç.

Чи малтанах пухăннисене канаш ертÿçи, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Ю.Тарасова чăваш халăхĕн сумлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ уявĕ ячĕпе саламларĕ, канашăн малашнехи ĕç планĕпе паллаштарчĕ.

Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ уява паллă тăвасси чăваш халăхне çутта кăлараканĕ тата чăваш алфавитне йĕркелекенĕ И.Я. Яковлев кун-çулĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Ун çинчен кашни чăваш çыннин пĕлмелле, урăхла вара майĕ те çук. Пархатарлă вĕрентекен пирки Муркашри ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăн сектор ертÿçи Э.П. Димитриева каласа пачĕ. Çавăн пекех чăваш халăхне çутта кăларакан кун-çулне Муркашри вăтам шкул ачисем ытарлăн сăнарласа пачĕç.

«Литературăллă Чăваш Ен: 2009 çулхи чи лайăх вуланакан кĕнеке» конкурса пĕтĕмлетнĕ май Лилия Юрьевна çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе асăнмалăх парнесем парса чысларĕ, хăш-пĕр библиотекарьсем те дипломсемсĕр юлмарĕç.

Çавăн пекех çавра сĕтел ытти чылай ыйтăва хускатрĕ.

Р. МАКАРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика