Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чуманкасси хĕрĕ – «Вице-Чăваш пики – 2011»

27 апреля 2011 г.

Чуманкасси хĕрĕ – «Вице-Чăваш пики – 2011»

Апрелĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарта «Чăваш пики – 2011» республика конкурсĕ иртрĕ. Муркаш район ятне «Муркаш пики – 2011» конкурс çĕнтерÿçи Лариса Цветкова хÿтĕлерĕ.

Лариса Чуманкассинчи вăтам шкулта 11 класра вĕренет. Вĕренÿре те, обществăлла ĕçре те маттур хĕр çак конкурсра та район ятне ямарĕ. Конкурсăн пур тапхăрĕнче те хăйне тивĕçлĕ тытса, хăйĕн пултарулăхне те, чăваш халăхĕн историйĕпе йăли-йĕркине лайăх пĕлнине те кăтартса пама пултарчĕ. Республикăн тĕрлĕ районĕсемпе хулисенчен конкурса хутшăннă ытти хĕрсенчен чи çамрăкки «Вице-Чăваш пики – 2011» пулма тивĕçрĕ. Муркаш хĕрĕсен республикăра та ырăпа палăрма май пуррине Лариса тепĕр хут çирĕплетрĕ. Тăрăшсан, малалла ăнтăлсан пĕтĕмпех пулать.

Пирĕн пике çак ята çĕнсе илнинче пулăшакансен тÿпи те пысăк. Акă «Расна» эстрадăпа фольклор ушкăнĕ Ларисăна хаваспах пулăшрĕ. Хатĕрленÿ ĕçĕнче Чуманкассинчи шкул администрацийĕ те, район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕ те, культурăпа архив ĕçĕн пайĕ те чылай тăрăшрĕç. «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» акционерсен уçă обществи те пулăшу пачĕ. Кунсăр пуçне пĕрлешÿ ертÿçи Н.Г. Ванеркин «Вице-Чăваш пики – 2011» ята тивĕçнĕ Ларисăна ноутбук парнелерĕ. «Сундырь – Хлеб» пĕрлешÿ, «Сывлăх» ФСК дирекцийĕ, О. Афанасьева уйрăм предпринимателĕн «Ольга» парикмахерскийĕ те тав сăмахне тивĕç.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика