Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкула кайма хатĕрленетпĕр

27 апреля 2011 г.

Шкула кайма хатĕрленетпĕр

«Çитес вĕренÿ çулĕнче малтанласа палăртнă тăрăх парта хушшине пĕрремĕш хут пурĕ 347 ача ларĕ», – çапла пĕлтерчĕç район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕнче. Ку хальхи вĕренÿ çулĕнчипе танлаштарсан 25 ача ытларах. Анчах та çакă районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче вĕренекенсен йышĕ малашне хушăнса пырассине пĕлтермест.

Пай пуçлăхĕ З.Ю. Дипломатова пĕлтернĕ тăрăх вĕрентÿ пайĕнче вăй хуракан специалистсем районти ял тăрăхĕсенче çуралакан ачасен хисепĕпе интересленсех тăраççĕ, çулсеренех мониторинг ирттереççĕ. Паллах, цифрăсем малтанласа палăртнисем. Апла пулин те çитес çулсенче парта хушшине ларакансен хисепĕпе паллашма май пур. Акă 2011-2012 вĕренÿ çулĕнче пурĕ 3661 вĕренекен пулмалла, 2012-2013 вĕренÿ çулĕнче – 3585, 2013-2014 вĕренÿ çулĕнче – 3521... Цифрăсем пирĕн шкулсенче ачасем сахалланса пынине кăтартаççĕ. Çакă вăл юлашки çулсенче районта ача çураласси кăштах ÿснине шута илсен те.

Раççей Федерацийĕн «Вĕренÿ çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн ачасене шкула 6 çул çурăра вĕренме илме юрать. Паллах, вĕсен сывлăхĕ енчен хирĕçлевсем çук пулсан. Анчах та пĕрремĕш класа каяканăн 8 çултан аслă пулмалла мар.

Ашшĕ-амăшĕн ачине пĕрремĕш класа ярас умĕн шкула илме ыйтса заявлени çырмалла, ачан сывлăхне кăтартакан медкарта, ăçта пурăннине çирĕплетсе паракан справка тата çурални çинчен ĕнентерекен хутăн копийĕ кирлĕ. Вĕсене пурне те шкула памалла.

Ачан ашшĕ-амăшĕ е саккунлă представителĕ ыйтса çырнипе вĕрентÿ учрежденийĕн учредителĕ ачана шкула ултă çул çурăчченех илме ирĕк пама пултарать. Шкула кайма хатĕрленекен ачана медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла. Саккунпа палăртнă вăхăтчен ачана шкула илнĕ пулсан шкулти гигиенăпа санитари правилисем уншăн 6 çулхисем пекех пулмалла.

Ашшĕ-амăшĕ ачине шкула яриччен, паллах, шкулта вĕренÿ мĕнле шайра пулнине те, учительсен ĕçĕ пирки те, вĕренекенсен ÿсĕмĕсем пирки те ыйтса пĕлме пултарать.

Ашшĕ-амăшĕсен заявленийĕсене шкулсенче апрелĕн пĕрремĕшĕнчен пуçласа августăн 30-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Çапла вара ачасене шкула вĕренме йышăнни çинчен шкул директорĕсем августăн 30-мĕшĕнчен кая юлмасăр приказ кăлараççĕ.

Кăçал пĕрремĕш класа каякансем çĕнĕ стандартсемпе вĕренме пуçлĕç. Пуçламăш класс вĕрентекенĕсем ятарлă курссенче вĕреннĕ, халĕ çĕнĕ учебниксем туянас ĕç пырать. Вĕренĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсем çине куçасси çулсерен пулса пырĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика