Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вак халăхсен кинематографине халалланă

27 апреля 2011 г.

Вак халăхсен кинематографине халалланă

Шупашкарта ĕнер Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль уçăлчĕ. Вăл апрелĕн 30-мĕшĕччен пырать. Кинофестивале вак халăхсен кинематографине халалланă.

Тĕнче шайĕнчи кинофестиваль программи пуян. Пилĕк кун хушшинче республикăра пурăнакансем илемлĕ, документлă, ачасемпе çамрăксен фильмĕсене, киноретроспективсене пăхса савăнма пултарĕç, кинематографин паллă ĕçченĕсемпе тата журналистсемпе тĕрлĕрен тĕл пулусемпе пресс-конференцисем иртĕç, студентсем валли мастер-классем пулĕç, конкурса хутшăнакан тата хутшăнман, ача-пăча фильмĕсене кăтартĕç. Фестивалĕн тĕп мероприятийĕсем «Сеспель», «Каскад», Мир Луксор», «Синема-5», «Атăл» кинотеатрсенче иртĕç.

Çĕнтерÿçĕсене ятарлă призсем кĕтеççĕ. Кусем вĕсем пăхăртан шăратса тунă «Анне» статуэткăсем – Шупашкар хули варринче вырнаçтарнă Амăшĕн монуменчĕн копийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика