27 апреля 2011 г.
Ял çыннине уй-хир чĕнет
Кăçалхи çут çанталăк çĕр ĕçченĕн çаврăнăçулăхне татах тĕрĕслеме шутларĕ: çанталăк условийĕсене кура пĕр вăхăтра пулса çитекен çĕрсем кĕске вăхăтра хăйсене шуратса хăварма ыйтĕç. Хатĕр пулăпăр-и-ха эпир çакнашкал оперативлăха; Кÿршĕ хуçалăхсем çур акине тухсан ака агрегачĕ патне пĕрремĕш хут гайка уççине йăтса пыракан хресчен пирки вăл малашлăха çирĕп пăхать тесе епле калайăн-ха; Кун пек ĕçлекене, каçарăр та, нимĕнле наци проекчĕ те аталану çулне уçса параймасть. Çапла шутлать паян «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ Н. Ванеркин. Фабрикăн мехпаркĕнче ĕçлекенсем вара ертÿçĕ сăмахне çирĕплетсе ĕçе хатĕр техникăна техосмотр тăратассипе тимлеççĕ. Кашнин шухăшĕнчех çурхи уй-хир ĕçĕсем, ака-сухара çĕнĕ ĕмĕтсене пурнăçа кĕртесси.
Çак вăхăтра редакцие оперативлă хыпар çитрĕ. Юнкă тăрăхĕнчи «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă общество тракторпа ĕçлеме кансĕр вырăнсенчи кĕрхи культурăсене минераллă удобренипе апатлантарас ĕçе кÿлĕннĕ. Хуçалăх ĕçченĕсем ĕнерхи кун тĕлне 12 гектар çинчи кĕрхи культурăсене аммиак селитри сапса апатлантарнă. Хресчен хире тухрĕ пулсан районта черетлĕ çур аки пуçланчĕ.
– Çур акине хатĕрленесси вăл çурхи ĕç мар. Ку тĕллевпе эпир хĕлĕпех çанă тавăрса ĕçлерĕмĕр. Паян вара эпир çурхи ака-сухана тухма хатĕр. Кĕске хушăрах кĕрхи культурăсене 266 гектар çинче апатлантарса хăварасси, çĕртме сухи тунă 300 гектар çинче вăхăтра нÿрĕк тытса юлса çуртрисем акасси пирĕншĕн йывăр ыйту мар. Ăна тума эпир хатĕр. Çурхи уй-хир ĕçĕсен планне пăхса тухса çирĕплетсе хăвартăмăр. Юсавлă техникăна хире тухма хатĕрлесе гаражсене вырнаçтартăмăр. Çĕр пулса çитессе кăна кĕтетпĕр, – терĕ Николай Григорьевич Ванеркин. Çав вăхăтра патшалăх техника надзорĕн районти инженер-инспекторĕ С. Николаев ĕçе тухма ирĕк пама тракторсене пĕрин хыççăн теприне тĕрĕслерĕ.
Фабрика территорине тирпейлессипе ĕçсем пыраççĕ. «Христос чĕрĕл-нĕ!», «Чăн чĕрĕлнĕ!» тесе пĕр-пĕрне сывлăх сунакансем умри йывăрлăхсенчен хăраманни, вĕсем ăна хатĕрри савăнтарать кăна.
– Техника тĕрĕслевне тăратнă 8 трактор та ĕçе тухма ирĕк илчĕ. Маттурсем вĕсен тракторисчĕсемпе инженери службин специалисчĕсем, – терĕ Герман Матвеев инженер-механик çине савăк кăмăлпа пăхса С. Николаев.
Сергей Александровичран районти пĕтĕмĕшле лару-тăрупа кăсăклантăм. Кунта вара ÿкерчĕк тĕрлĕрен. Акă ака уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне çур акине хутшăнмалли 233 трактортан 97-шĕ кăна техосмотр тăма пултарнă. Чкалов яч. хис., «ВаСем», «Фаворит» предприятисенче пур трактор та çур акине хатĕр. Суворов яч. хис., «Оринино», «Герой», Ильич яч. хис. хуçалăхсенче те тракторсен ытларах пайĕ ĕçе хатĕр пулсан ыттисен кая хăвармасăр татса памалли ыйтусем туллиех. Кая юлас марччĕ!
А. БЕЛОВ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.