12 марта 2011 г.
Илемлĕ пултăр, ăшă тыттăр
Пурăнмалли пÿрт-çурт ыйтăвĕ кирек хăш общество стройĕнче те малти ретре тăнă. Ăна вăхăтра татса пани кашниншĕнех ыранхи кун епле килессипе çыхăннă. Ку вăл паян та çапла. Çавăнпа та проектсем хатĕрлекен «Инттехс» предприяти специалисчĕсемпе эпир ялсенче пÿрт-çурт çавăрас ыйтупа калаçăва малалла тăсатпăр. Хаçатăн унчченхи номерĕсенче эпир сире пÿрт валли вырăн суйласси тата никĕс ярасси пирки ăнлантарнăччĕ пулсан паянхи сăмахăмăр çурт хăпартасси пирки.
Пурăнмалли пÿрт-çурта кашни çул тăвайрас çук. Çавăнпа та ăна мĕнле материалтан тусан лайăх-ши; Хăшĕнпе ĕçлесен пÿрт илемлĕрех, çирĕпрех тата ăшăрах пулĕ; Çак ыйтусем пÿрт тума шутланă кашни çыннах канăç памаççĕ. «Инттехс» общество специалисчĕн сĕнĕвĕсем сире пулăшу пуласса шанатпăр.
– Çĕнĕ технологисен ĕмĕрĕнче пÿрт-çуртсене çĕклес çĕрте кирпĕч иккĕмĕш вырăна тухса ÿкмерĕ-и; Строительство ĕçĕсене мĕнле материалтан пурнăçласан лайăхрах;
– Пирĕн тăрăхшăн пÿрт-çурт стенисем çĕклемелли тĕп материал – кирпĕч: керамикăлли тата силикатли. Ку материал питĕ илĕртÿллĕ. Унпа усă курса тĕрлĕрен архитектурăллă фантазисене пурнăçа кĕртме пулать. Кирпĕчрен тунă стенасене пурăна киле сăрлама, штукатуркăпа витме е тепĕр материалпа хуплама май пурри те çак строительство материалĕ çине ăшă кăмăлпа пăхтарать. Кун çумне хушса çакна та каламалла: экологи хăрушсăрлăхĕ енчен пăхсан кирпĕч çурт уйрăмах килĕшÿлли. Ăна хатĕрлемелли çут çанталăк материалĕ – тăм. Унран тунă стенасем лайăх «сывлаççĕ». Çавăнпах-тăр пÿрт-çурт тумалли тĕп материал шутне кирпĕч кĕрет те: шал енчен пушă ăшлă керамика кирпĕч, тултан – силикат кирпĕч. Унчченхи çулсенче силикат кирпĕч шурă çеç пулнă пулсан халĕ çак метериал та тĕрлĕ тĕслĕ тухма пуçларĕ. Çакă та ял çыннин интереслĕ шухăшлавне, пулас çуртăн тĕрлĕ хăтне пурнăçа кĕртме май парать.
Паян пÿрт-çурт тунă чух кирпĕч стенасене «эффективлă» купалас технологи анлă вăй илчĕ. Кун пек чух тул енчи тата шалти кирпĕчсем хушшине пушă вырăн хăварса ăна ăшă тытакан материалпа тултарасси малти вырăна тухрĕ. Çак çула суйласа илни кирпĕч стена хулăнăшне чакарать, апла пулсан унăн хакне те пĕчĕклетет. Çак технологие суйласа илекенсем çур метр хулăнăш кирпĕч хурассинчен пăрăнаççĕ тата çак хаклă строительство материалне те перекетлеççĕ.
– Стенасен хулăнăшĕ мĕнле виçере пулмалла;
– Перекет пирки темĕн чухлĕ шутласан та пирĕн климат условийĕсенче пурăнмалли çуртсен стенисем 40 сантиметртан кая пулмалла мар. Ялти пек каласан стена хулăнăшĕ 1,5 кирпĕч чухлĕ тата варринче ăшă тытмалли материал валли пушă вырăнлă.
– Çĕнĕ çуртăн фасадне купалама мĕнле кирпĕч вырăнлăрах тесе шутлатăр;
– Пуринчен те лайăхраххи – тулли ăшлă силикат кирпĕч. Каларăмăр ĕнтĕ, халĕ çак кирпĕч тĕрлĕ тĕспе тухма пуçларĕ. Унран купаланă стена тулашĕнчен татах якатма-илемлетме ыйтмасть. Кунпа пĕрлех паян тул енчен купаламалли лайăх пахалăхлă керамика кирпĕч те нумай тухма пуçларĕ. Строительство материалĕсем суйланă чух çакна ан манăр: кирпĕче касса илемлетме те май пултăр. Ялта паян пÿрт-çурт çавăракансем кирпĕч çирĕплĕхĕпе пĕрлех унăн илемлĕхĕ çине те çирĕп пăхаççĕ. Çĕнĕ çуртсен чÿрече перемычкисем тултан курăнмаççĕ ĕнтĕ. Чÿречесемпе алăксен аякĕсене штукатуркăласси те манăçа тухрĕ. Çурт фасадне купалама мĕнле кирпĕч вырăнлăраххипе интересленнĕрен çакна хушса калăпăр: пÿрт-çурт стенисене купалама М-100 маркăран пĕчĕкрех пахалăхлă кирпĕчпе усă курни вырăнлă мар. Раствор пахалăхĕ те çирĕп пулмалла, кирпĕчсем хушшинчи раствор çĕвви 20-30 мм танлашмалла.
– Шалти стенана тата пуртри пÿлĕмсене мĕнле кирпĕчрен купаласан лайăхрах;
– Керамика кирпĕчĕн тĕрлĕ варианчĕсемсĕр пуçне кунта керамзитпа бетон блокĕсем, газосиликат блоксем (вĕсене кварцлă хăйăрпа извеçрен хатĕрлеççĕ) каяççĕ. Иккĕмĕшсем уйрăмах çăмăл, лайăх касăлаççĕ, ăшă тытаççĕ. Тепĕр меллĕ материал вăл – пенобетон блоксем. Ăшă лайăх тытакан çак стенасем хăй хаклăхпа керамика кирпĕчрен 35-40 процент йÿнĕрех пулаççĕ.
Пÿрт тума пур материал та лайăх, анчах кирпĕчсене хурасси тата вĕсене çыхăнтарса купаласси кашнинчех чи пĕлтерĕшли пулса тăрать. Паян кирпĕч стенасем хăпартнă чух çирĕп çыхă тума тĕрлĕрен сеткăсемпе, полимер тата металл фиксаторсемпе усă кураççĕ.
Тул енчи тата шалти стенасем тÿрĕ те яка пулни хыççăнхи ĕçсене çăмăлрах пурнăçлама май пани пирки те манмалла мар.
Пирĕн сĕнÿсемпе усă куракансен пÿрчĕ хăтлă пултăр!
А. БЕЛОВ калаçнă.