12 марта 2011 г.
Апат пахалăхĕ – тупăш никĕсĕ
Черетлĕ çăва тухиччен вăхăт пур-ха. Çавăнпа та обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче вăй хуракансем, килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытакансем выльăх апачĕн пахалăхĕ çине епле пăхни – паян пурне те шухăшлаттаракан ыйту. Çакăн çине хурав шыраса район хаçачĕн экономика пайĕн редакторĕ Анатолий БЕЛОВ районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцири ветлабораторири выльăх тухтăрĕпе Алина Александровна КАЗАКОВА химик-токсикологпа тĕл пулнă. Апат виçи сумлах курăнмасан та, пахалăхĕ тивĕçлĕ шайра пулсан, продуктивлăх кĕттермĕ.
– Алина Александровна, çу кунĕсем инçетре пулнăран выльăх апачĕ çитсе пырасси паян хытах шухăшлаттарать. Чылай хуçалăх патшалăх пулăшăвĕпе усă курса ăна кÿршĕ регионсенчен кÿрсе килет. Çакă та пахалăх тĕлĕшпе хăйне евĕр ыйту кăларса тăратмасть-и;
– Хирĕçлеместĕп, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе пĕрремĕш кун ĕçлемен çыншăн кăçалхи хĕл кунĕсем ытти çулхисенчен йывăртарах пулни каламасăрах паллă. Хĕл кунĕсем выльăх-чĕрлĕх отраслĕшĕн – йывăр та уйрăмах яваплă вăхăт. Иртнĕ çу кунĕсенчи шăрăх çанталăка пула пĕрле-шÿллĕ хуçалăхсенче те, килти хушма хуçалăхсенче те выльăх апатне çителĕклĕ хатĕрлеймерĕç. Çавăнпа та паян ăна аякран туянасси анлă калăпăшпа пырать. Çакă та хресченшĕн хăйне евĕр пысăк ответлăх.
– Апата ытларах хăш регионсенчен туянаççĕ-ха тата йăлтах пахалăх тĕлĕшпе тĕрĕслев витĕр тухать-и;
– Ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе килсенче хушма хуçалăх тытакансем иртнĕ çу кунĕсенченпех выльăх апатне ытларах Чул хула, Киров, Владимир, Чĕмпĕр, Рязань облаçĕсенчен, Мăкшăпа Çармăс Республикисенчен, Тутарстанран тата Алтай тăрăхĕнчен туянаççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче ку ыйтупа Ильич яч. хис., «Ударник», Суворов яч. хис., «Свобода», «Восток», «Оринино», «Герой», «Фаворит», Чапаев яч. хис., «Путь Ильича» хуçалăхсемпе «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики тăрăшуллă ĕçлеççĕ. Пĕрлехи вăй-халпа иртнĕ çу кунĕсенчен пуçласа ял хуçалăх предприятийĕсемпе килти хушма хуçалăхсем района 1432 тонна утă, 2171 тонна улăм, 458 тонна сенаж, 526 тонна силос, 2800 тонна фуражлăх тырă, 411 тонна хывăх, 9860 тонна комбикорм, 4 тонна курăкпа витамин çăнăхĕ илсе килчĕç. Кÿрсе килекен выльăх апачĕн пахалăхне тĕрĕслеттересси вара çителĕклĕ пулса пырать теме çук. Паянхи куна пирĕн ветеринари лабораторийĕнче пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем туяннă 622 тонна утăна, 458 тонна сенажа, 526 тонна силоса тĕрĕслев витĕр кăлартăмăр. Пĕтĕм-летÿ çакнашкал: пĕрремĕш класлă утă 20 процент, 2-мĕш класли – 37 процент, 3-мĕш класли – 43 процент; сенажăн 79 прценчĕ 2-мĕш класлă, 21 проценчĕ 3-мĕш класлă; силосăн 46 проценчĕ çеç 2-мĕш класлă. Силос тĕлĕшпе тĕрĕслев малалла пырать. Кунта çакна палăртса хăвармалла. Хамăр янтăланă выльăх апачĕн пахалăхĕ туянса килнинчен палăрмаллах лайăх. Çакна юпа уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне хатĕрленĕ кăтартуранах куратпăр. Ун чух янтăланă утăн 54 проценчĕ, сенажăн 29 проценчĕ, силосăн 62 проценчĕ 1-мĕш класлă пулнăччĕ.
Класноçсăр пуçне утă-улăмра тата ытти выльăх апатĕнче кăмпасем пуррине пĕлме микологи тĕпчевĕ те ирттеретпĕр. Ку таранччен «Ударник», «Путь Ильича» хуçалăхсем кÿрсе килнĕ улăмра, «Герой», Ильич яч. хис., «Восток» хуçалăхсем туяннă утăра Аспергиллез Пенициллиум йышĕнчи кăмпасем пурри палăрчĕ. Экспертиза тунă хыççăн кун пек апатпа епле усă курмалли пирки сĕнÿсем паратпăр.
Апат ирĕлессипе организм тутлăхлă япаласемпе çителĕклĕ усă курасси çине рационри минераллă веществосен шайлашăвĕ витĕм кÿрет. Апатсенчи тутлăхлă япаласен хутшăнăвне пĕлни организмри япаласен ылмашăвне кирлĕ пек тытса пырса выльăхсенчен илекен продуктивлăха çÿллĕ шайра тытма пулăшать.
– Ĕнесен продуктивлăхĕ паян кашнинех хумхантаракан ыйту...
– Çапла. Ĕнесен сĕт продуктивлăхне çÿллĕ шайра тытма тата вĕсем пăруламалли тапхăра йĕркеллĕ ирттерме рацион пахалăхĕ тĕп вырăнта. Ĕнесен сĕт продуктивлăхĕ çÿллĕ шайра пуласси вĕсене епле тăрантарнипе тÿрремĕнех çыхăннă. Тулăх рацион пулмасан çителĕклĕ сĕт пирки шутлама та тăмасть. Кунашкал чух ĕнесен сывлăхĕ те пĕлмелле мар хавшама пултарать. Ĕнесен мастит, ура чирĕсем, хĕсĕр юлни, ацидоз, сĕт антараслăх чакни палăрма пуçлаççĕ.
Сăмахăма вĕçлесе хамăн тĕп сĕнĕве парас килет. Выльăх апачĕ хатĕрлекенсем унăн пахалăхне тĕрĕслесе тăрассипе пирĕнпе тачă çыхăнса тăрасса эпир шанса тăратпăр. Пĕрле пĕр тĕллевлĕ пулсан пахалăх та пулĕ, производство та ÿсĕ.