12 марта 2011 г.
Ача амăшĕн капиталĕпе усă курса
Чăваш Енре 25 çемье подрядлă строительство организацине явăçтармасăрах ача амăшĕн капиталне пурăнмалли çурт-йĕр тунăшăн е реконструкциленĕшĕн тÿлеме, çавăн пекех туса пĕтернĕ çуртшăн кайнă тăкаксене саплаштарма яма ыйтса заявленисем панă та ĕнтĕ.
Çакă вăл 2010 çул вĕçĕнче ача амăшĕн капиталĕпе усă курас тĕлĕшпе пурнăçа кĕртнĕ çĕнĕлĕхсемпе çыхăннă. Малашне унпа пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма та усă курма юрать.
Паянхи куна республикипе укçа-тенкĕне пурăнмалли çурт-йĕр çавăрма уйăрма пĕтĕмпе 2,9 тенкĕлĕх 17 заявлени, пурăнмалли çурт-йĕре реконструкцилеме 1,2 миллион тенкĕлĕх 6 заявлени, кунпа пĕрлех 2 заявлени 690,5 пин тенкĕлĕх туса пĕтернĕ çуртшăн кайнă тăкаксене саплаштарассипе йышăннă. Заявленисем республикăри 13 районтан пулнă.
Ку тĕлĕшпе заявленисем парас пулсан ача 3 çул тултарни кирлĕ. Заявлени паракансене ача амăшĕн капиталĕн суммине 2 уйăх хушшинче куçарса параççĕ.
Çурт-йĕр тума тата реконструкцилеме укçа-тенкĕне икĕ тапхăрпа уйăраççĕ. Укçа-тенкĕн 1-мĕш çур пайне строительство ĕçĕсене пуçăнма уйăраççĕ. Анчах та çĕр харпăрлăхĕн докуменчĕ, строительство ĕçĕсене пуçăнма ирĕк пани, çурт-йĕре реконструкциленĕ чухне вара кунсăр пуçне тата реконструкцилеме палăртакан çуртăн докуменчĕсем кирлĕ пулаççĕ. Укçа-тенкĕн иккĕмĕш çуррине вара пĕрремĕшне илнĕ хыççăн 6 уйăх иртмесĕр уйăрмаççĕ. Ун чухне тĕп строительство е реконструкци ĕçĕсене туса ирттернине çирĕплетекен документсене ыйтаççĕ.
Туса пĕтернĕ çуртшăн е реконструкци ĕçĕсене вĕçленĕ пулсан ача амăшĕн капиталне ыйтса çырнă заявление кура пĕтĕм суммăна пĕр хутпах куçарса параççĕ. Ун чухне çурт-йĕре харпăрлăха çирĕплетнин правине 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн регистрацилени кирлĕ. Реконструкцилекен çурт-йĕр харпăрлăха хăçан куçни вара пĕлтерĕшлех мар.
2011 çултан тытăнса ача амăшĕн капиталĕн виçи 365 пин те 698 тенкĕ те 40 пуспа танлашать.
О. АЛЕКСЕЕВА,
РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пай пуçлăхĕ.