Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Муркаш хĕрарăмĕсем лайăххисен шутĕнче

12 марта 2011 г.

Муркаш хĕрарăмĕсем лайăххисен шутĕнче

Республикăри хĕрарăмсен канашĕсем хушшинче çулталăкĕпех пынă конкурс çĕнтерÿçисене саламлама мартăн 5-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн, Шупашкарта пысăк уяв ирттерчĕç. Ачасен пултарулăх çуртне Чăваш Енĕн кашни кĕтесĕнченех чи хастаррисем, чи пултаруллисем пухăнчĕç. Вĕсен йышĕнче Муркашри хĕрарăмсен делегацийĕ те пулчĕ.

Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕпе район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ А.Е. Андреева ертсе пыракан районти хĕрарăмсен канашĕ «Инвалидсене, майсем сахал тата социаллă хÿтлĕх кирлисен категорийĕнчи çынсене пулăшу парса активлă ĕçленĕшĕн» номинацире мала тухса дипломпа ятарлă парнене тивĕçрĕ. Çепĕç те кăмăлĕсемпе çирĕп хĕрарăмсене обществăлла ĕçре малашне те ăнăçусем сунатпăр.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика