Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Поддержка» патшалăх компани шанчăка тÿрре кăларать

12 марта 2011 г.

«Поддержка» патшалăх компани шанчăка тÿрре кăларать

«Поддержка» патшалăх страхлакан компани страховани рынокĕнче 1992 çултанпа ĕçлет. Иртнĕ çул вара хисепе тивĕçнĕ компани хăйĕн 18 çулне паллă турĕ. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллаштарма хаçат сотрудникĕ Р. ИЛЛАРИОНОВА компанин Муркаш районĕнчи представительствин ертÿçине Ф.В. КИРПИЧНИКОВĂНА калаçăва чĕннĕ:

– Республикăн «Поддержка» патшалăх страхлакан компанин устав капиталĕнчи тÿпи пысăк, пĕтĕмпе çакă 34,36 процентпа танлашать. Апла пулсан çынсемпе страховани килĕшĕвĕ туса пухăннă укçа-тенкĕ Чăваш Республикинче тĕрлĕ тĕллевпе усă курма юлать, ют тăрăха каймасть. Çакă пирĕншĕн питĕ пĕл-терĕшлĕ. «Поддержка» патшалăх компани тилхепине уйрăм çын тытса пымасть.

Компани республикăри ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене çак компанире страхланнисене пĕтĕмпе иртнĕ çул 360 миллион тенкĕ страховани укçи-тенки тÿленĕ. Çак цифра та «Поддержка» патшалăх компани страхланакансемшĕн шанчăклă пулнине, çĕр ĕçченне яланах пулăшу пама хатĕррине çирĕплетет. Хальхи вăхăтра çуллахи шăрăх çанталăка пула сиен тÿснĕ предприятисен тăкакĕсене саплаштарассипе çине тăрса ĕçлетпĕр, тыр-пул страхлама тытăнмашкăн хатĕрленетпĕр. Анчах нарăсăн 9-мĕшĕнче компани ĕçне республикăри 2-мĕш оперативлă шырав пайĕн сотрудникĕсем кĕтмен çĕртен чарса лартрĕç. Пĕр сăлтавсăр, çÿллĕ шайри хăш-пĕр ĕçченсен хăтланăвĕсене пула мĕн пур финанс документне туртса илни аграрисем типĕ çанталăка пула тÿснĕ сиеншĕн 45 миллион тенкĕ укçана илес тĕлĕшпе хăрушлăх кăларса тăратрĕç. Право хуралĕн органĕсен асăннă утăмĕ АПК аталанăвĕн патшалăх программисене, М.Игнатьев Президентпа РФ ял хуçалăх министрĕ Е.Скрынник нумаях пулмасть алă пуснă килĕшÿсене çирĕплетнĕскерсене пурнăçлас тĕлĕшпе иккĕленÿ çуратать. Ял хуçалăхĕнчи тавар туса кăларакансемсĕр пуçне компани социаллă тĕрлĕ программăпа 30 пин ытла ял çыннине страхланă. Страхлакан компани Федерацин страховани надзорĕн службине пăхăнать. Апла пулсан пирĕн пĕтĕм ĕç-пуç алă çинчи пек яр уççăн курăнса тăрать, кунта нимĕнле ултав-суя та пулма пултараймасть. Паянхи куна пирĕн компани Раççейри страхлакан компанисенчен «Поддержка» системисенчи патшалăх пайĕллĕ пĕртен-пĕр компани шутланать. Уйрăм çынсемпе кăна мар, малашлăха пăхса тупăшлă ĕçлесе пыракан ял хуçалăх предприятийĕсемпе тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе те тачă çыхăнура ĕçлетпĕр. Иртнĕ çул 22 хуçалăх пирĕнпе страховани килĕшĕвĕ турĕ. 2010 çула пысăк кăтартусемпе вĕçлерĕмĕр, пĕтĕмĕшле ÿсĕм шайне 47 процент чухлĕ хăпартма пултартăмăр. Ял хуçалăх таварĕсене туса кăларакансемпе, уйрăм çынсемпе страховани килĕшĕвĕ туни 112 процентпа танлашрĕ. Пирĕн представительствăна «За достижение высоких показателей по оказанию страховых услуг по итогам работы 2010 года» иккĕмĕш степеньлĕ диплом парса хавхалантарчĕç. Çавăн пекех Г.Н.Киселева менеджера Тав çырăвĕ парса чысларĕç. Е.Г.Васильева страхлакан агент республика шайĕнче 2-мĕш вырăна тухса Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Кашниех ĕçре пысăкрах çитĕнÿсем патне ăнтăлать. «Моргауши – Согласие» кооперативăн тĕп бухгалтерĕ тата страхлакан агент пулса ĕçлекен С.В. Максимовăна, С.Н. Максимова, З.А. Никитина, Г.В. Васильева, Н.А. Еремина агентсене ырăпа асăнса хăварас килет. 2003 çултанпа устав тăрăх «Моргауши – Согласие» ял хуçалăх потребитель кооперативĕ ĕçлет. «АПК-на аталантарасси» нацпроектпа ки-лĕшÿллĕн тăрăшатпăр. Кооператива республика шайĕнче «Всегда победа с теми, в ком согласие» номинацире ырăпа палăртрĕç.

Чăн та синкер куçа курăнса килмест, çавăнпа та вăхăтра страхланнине нимĕн те çитмест. Пирĕн патра страхланнă, тĕрлĕ инкекре шар курнă çынсене иртнĕ çул 2,5 процент чухлĕ укçа-тенкĕ ытларах тÿленĕ. Кăçалхи январь уйăхĕн пуçламăшĕнче Уйкас Янасал ял тăрăхĕнчи Ваçкасси ялĕнче пушар тухрĕ, Ю.П. Егоров хуçалăхĕнче мунча кĕлленчĕ. Вĕсем хуçалăхри çурт-йĕре пирĕн патра страхланă. Çапла вара мунчана юсаса çĕнетме страховани укçи тухрĕ, кĕске вăхăтрах вĕсем юсав ĕçĕсем ирттерчĕç. Чуманкасси ялĕнчи В.Э.Белов хуçалăхĕнче ĕне вилчĕ. Тивĕçлĕ документсем хатĕрлесе страховани укçи илме пултарчĕç. Л.Н.Леонтьева пирĕн патра чылайранпа хăй пурнăçне тĕрлĕ инкек-синкекрен страхлать. Унăн пурнăçĕнче синкер пулса тухрĕ, урине хуçрĕ. Сиплев тапхăрĕ вăраха кайнă пирки чылай вăхăт ĕçе тухаймарĕ, тăкакĕ те пысăк пулчĕ. Эпир ăна страховани укçипе тивĕçтертĕмĕр. Çапла вара эпир хамăр клиентсен ыйтăвне тивĕçтерессине, тăкаксене саплаштарассине кĕске вăхăтрах татса паратпăр. Тепĕр саманта та асăнса хăварас килет. Пĕчĕк те çăмăллатнă тарифсемлĕ «Специальный», «Забота о пенсионерах», «Любимый дом», «Моя семья» страхламалли программăсене вăя кĕртни те çынсемшĕн питĕ меллĕ.

Пирĕн ĕçĕн тĕп тĕллевĕ хамăр клиентсен интересĕсене туллин тивĕçтересси пулса тăрать. Çавăнпа та эпир вĕсен шухăш-кăмăлне те тĕпе хуратпăр, вĕсене çăмăллатнă тарифсемпе усă курма майсем туса паратпăр. Хăш чухне çынсен укçа-тенкĕ çитменни пулать, кун пек чухне те вĕсене ăнланма тăрăшатпăр. Страхланăшăн тÿлемелли укçана пирĕн пата икĕ пайпа çитерме пулать. Иккĕмĕш пайне вара 4 уйăхра тÿлесе татмалла.

Кашни ял тăрăхĕнчех пирĕн страхлакан агентсем вăй хураççĕ, ытларахăшĕ вара çамрăксем. Вĕсем çынсемпе страховани тунă килĕшÿсене çулсеренех ÿстерсе пыраççĕ. Çавăнпа та конкуренци пирĕн ĕçре ура хурать тесе калас килмест. Ытти компани ĕçченĕсем пирĕн пирки тĕрлĕ ултав-суя сăмах сарни паллах кÿрентерт. Анчах та кашни çын çăварне тутăрпа хуплаймăн вĕт. Чи пĕлтерĕшли вара пирĕн ĕçре çынсем пире шанни, эпир вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерни.

Эпĕ вара çуркунне çитнĕ ятпа пурне те чун-чĕререн саламлатăп. Çемйĕрсенче килĕшÿпе тулли пурнăç хуçалантăр. Турри инкек-синкеке сирсе пытăр. Пирĕн пĕрлехи ĕçсем малашне татах та ытларах ăнччăр. Клиентсен шанăçне тÿрре кăларма эпир çине тăрсах вăй хурăпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика