12 марта 2011 г.
Çÿп-çап айне пулас марччĕ
Хальхи вăхăтра хамăрăн тавралăх илемне сыхласа-упраса хăварассин ыйтăвĕ уйрăмах çивĕч тăрать. Вăрттăнлăх мар: унччен пирĕнтен ытларахăшĕ ку ыйту çине тимлĕх уйăрсах кайман. Çапла вара ăçта килчĕ унта çÿп-çап, каяш тăкмалли вырăнсем пулса тăнă. Халĕ ĕнтĕ ун пекех пурăнсан мĕн патне килсе тухасси куç кĕрет. Çавна май район хаçачĕн сотрудникĕ В. ШАПОШНИКОВ Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи Çĕнĕ Шупашкар хулинчи управленийĕн территори пайĕн тĕп эксперт специалисчĕпе Глафира Григорьевна ВОРОБЬЕВĂПА тĕл пулнă май ку тĕлĕшпе районта лару-тăру мĕнле шайра пулнă пирки каласа пама ыйтнă.
– Çитес вăхăтрах ку тĕлĕшпе районта ырă еннелле улшăнусем пулмалла пек ĕнтĕ. Иртнĕ çул Ивановка патĕнче йăла каяшĕсен хальхи технологи мелĕсене тĕпе хурса тунă ятарлă полигонĕ хута кайрĕ. Анчах та унчченхи йăла-йĕркерен хăпма васкаманнисем сахал пулманни шухăшлаттармаллипех шухăшлаттарать.
Ял тата ун çывăхĕнчи территорисене тасатса кирлĕ шайра тытса тăмасăр вырăнсенче экологи тата санитарипе эпидемиологи тĕлĕшпе тивĕçлĕ йĕрке тума май çук. Федераци шайĕнче йышăннă саккунсемпе килĕшÿллĕн вара йăла каяшĕсемпе çÿп-çапа пухасси тата ăна тиесе тухасси вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйту шутланать. Урăхла каласан çакăншăн ял тăрăхĕсем ответлă пулса тăраççĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕ территорисене санитари тĕлĕшпе тасатассин схемине туса хатĕрленĕ чухне каяшсене вырнаçтарассин пĕр пĕтĕм план мероприятийĕсене те шута илме тивĕç. Асăннă схемăра йăла каяшĕсене хăш вырăнта пухассине, çÿп-çап контейнерĕсене ăçта вырнаçтарассине, мĕнле транспортпа усă курассине, ăна мĕнле çулпа çÿретмеллине, каяша илсе тухма ятарлă предприятипе килĕшÿ тăвассине пăхса хумалла. Территорисене санитари тĕлĕшпе тасатассин схемисене Роспотребнадзор управленийĕнче тата унăн территори пайĕсенче пăхса тухса палăртнă йĕркепе çирĕплетмелле.
Районĕпе пирĕн 16 ял тăрăхĕ пулсан, 2011 çулхи мартăн 1-мĕшĕ тĕлне территорисене санитари тĕлĕшпе тасатмалли генеральнăй схемăсене Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи Çĕнĕ Шупашкар хулинчи управленийĕн территори пайĕнче 4 ял тăрăхĕ кăна пухса тухса çирĕплетнĕ. Кусем вĕсем Муркаш, Йÿçкасси, Çатракасси тата Турай ял тăрăхĕсем.
Хальхи вăхăтра Мăн Сĕнтĕрти, Тренккăри, Москакассинчи, Муркашри, Нискассинчи, Йÿçкассинчи нумай хваттерлĕ çуртсем патĕнчен, çавăн пекех предприятисемпе организацисенчен, вĕрентÿ учрежденийĕсенчен йăла каяшĕсене Ивановка патĕнчи полигона турттарса тăраççĕ. Ытларах ял тăрăхĕсен территорийĕсенче вара çÿп-çап, каяш пухмалли ятарлă вырăнсем те, вырнаçтарса лартнă контейнерсем те çук.
Районта 4–5-мĕш класлă хăрушлăхлă йăла каяшĕсен полигонĕ 2010 çулхи июнĕн 17-мĕшĕнче ĕçлеме тытăнчĕ. Ку объекта хута яма Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕ заключени панă. Вăл Муркаш район администрацийĕн харпăрлăхĕ шутланать. Пăхса тăракан организаци – «Моргаушское» пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх муниципаллă унитарлă предприятийĕ. Предприяти асăннă ĕç-хĕле пурнăçлама ятарлă лицензи илнĕ. Çурт-йĕрĕн, сооруженисен, оборудованисен санитарипе эпидемиологи заключенийĕ йĕркеллех. Апла пулсан полигонпа туллинрех те эффективлăрах усă курни кирлĕ.
Район территорийĕнче тăпра сийĕ вараланнипе вараланманнине тĕрĕслесех тăратпăр. 2010 çулта кун пек санитарипе хими тĕрĕслевĕсене 19 ирттернĕ, йывăр металсен кăтартăвĕ енĕпе 13, ртуть кăтартăвĕ енĕпе 4, свинец кăтартăвĕ енĕпе 13, кадмий кăтартăвĕ енĕпе 6, микробиологи кăтартăвĕ енĕпе 16, паразитологи кăтартăвĕ енĕпе 22 проба илсе тĕрĕсленĕ. Пур хутĕнче те гигиена нормативĕсен требованийĕсем йĕркеллех пулнă.
Хамăрăн тавралăх илемĕ-шĕн, тасалăхпа йĕркелĕхшĕн хамăрах ответлă пулса тăратпăр. Манас марччĕ: сывлăха укçалла илейместĕн теççĕ. Тасалăх, санитарипе гигиена нормисене кирлĕ пек пăхăнмасан вара çирĕп сывлăх пирки калаçни те иккĕленÿллĕ.