12 марта 2011 г.
Никам та айккинче ан юлтăр
Мартăн 3-мĕшĕнче профилактика кунĕ Ильинка ял тăрăхĕнче иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов хăй те хутшăнчĕ унта. Ушкăнсем çине пайланса ĕçличчен Юрий Александрович пурне те çемьесенче, социаллă сфера объекчĕсенче пулнă май вĕсенче электропралуксем мĕнле шайра пулнипе, çуртсем çивиттийĕсене юртан тасатнипе тасатманни çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ. Юрий Александрович çак кун ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Ю.В. Перцевпа пĕрле Вăрманкассинчи пуçламăш шкул-ача садĕнче, Ильинка шкулĕнче, Тренккăра врач амбулаторийĕнче пулса унти лару-тăрупа паллашрĕ.
Пĕтĕмпе 5 ушкăна пайланса ĕçлерĕç профилактика кунне хутшăнакансем. Ăнăçсăр çемьесенче, çавăн пекех опекунсемпе ачана пурăнма илнĕ çемьесенче те. 4 суту-илÿ предприятине сыхлăх енчен тишкерчĕç. 6 сунарçă патĕнче пулса вĕсем пăшала упрамалли правилăсене епле пăхăннине тĕрĕслерĕç. Судпа айăпланнă хыççăн учетра тăракансемпе тĕл пулса профилактика калаçăвĕсене ирттернипе пĕрлех граждансем саккуна епле пăхăнни çине те пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Пĕтĕмпе çак кун право йĕркине административлă майпа пăснă фактсемпе 27 протокол çырчĕç милици сотрудникĕсем. Протоколĕсем нумай çырăнни те, çемьесенче пулни те, халăх шухăш-кăмăлĕ те профилактика ĕçне кунта самай вăйлатмаллине кăтартса пачĕç.
– Ытти ял тăрăхĕсемпе танлаштарсан урамра ÿсĕр çÿрекенсем кунта нумайрах, – терĕ профилактика кунне пĕтĕмлетнĕ чухне милицин Мăн Сĕнтĕрти территори пункчĕн ертÿçи В.К. Леонидов.
Çакă пуш сăмахсем маррине Ильинкăри Культура çуртне пуçтарăннисен шухăшĕ те çирĕплетрĕ.
– Автобус чарăнмалли павильона тухса тăрсан пирĕн тăрăхри профилактика ĕçĕ мĕнле шайра пулни йăлтах курăнать, – терĕç залран.
Ял тăрăхĕн администрацийĕн, вырăнти профилактика канашĕн, çемьесемпе ĕçлекен комиссин ĕçне вăйлатмалла тенине кăна пĕлтермест çак шухăш, залра ларакансем, кашни ял çынни хăйĕн те профилактика ĕçне хастар хутшăнмалла тенине пĕлтерет вăл. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пайĕн ертÿçи Л.Ю. Тарасова палăртнă пек ял старостинчен, депутатсен ял тăрăхĕнчи Пухăвĕн депутатĕнчен пуçласа кашни çыннăнах хутшăнмалла çак ĕçе.
– Милици сотрудникĕсем вара сире пулăшма яланах хатĕр, – терĕ районти шалти ĕçсен пайĕн ертÿçи Е.И. Плечов.
Вырăнти лару-тăру епле пуласси çынсенчен хăйсенчен килет. Кÿршĕре «çил-тăман» тухнине курмăш пулса иртсен, пĕр кил урлă пурăнакан арçын ял вĕçĕнчи хăш çуртран спирт пур шĕвеке туяннине пĕлмĕш пулсан, кайран вăл е ку çемьере эрехе пула пысăк инкек пулса иртнĕ хыççăн пĕçĕсене шарт! çапса тĕлĕннинчен ним усси те çук. Маларах, çав тавăрайми инкек пуличчен çынпа çын пек калаçсан инкек пулмасан та пултарать вĕт. Ялти çын мĕн тесен те паян намăс туйăмне тĕпĕ-йĕрĕпех çухатман-ха: çын калани хăлхана кĕмеллех.
– Ачасен инкекĕнчен пăрăнса иртес марччĕ. Вĕсен пуласлăхĕпе çыхăннă ыйтусене пирĕн сирĕнпе пĕрле татса памалла, – терĕ депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ В.И. Кожанов.
Валерий Иванович хăй хаваспах ачана опекăна илнĕ çемьене йăлари кĕтмен çĕртен тухнă пăтăрмаха татса пама пулăшма кăмăл тунине пĕлтерчĕ.
Пулăшу кирлĕ çемьесем вара ку тăрăхра пĕрре кăна мар. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ каланă тăрăх учетра тăракан ăнăçсăр çемьесем кăна 12. Вĕсенче пулни çакна кăтартса пачĕ: пуринче те тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ туман-ха. Пĕр çемьере, акă амăшĕ Алькеш поселокĕнче ĕçлет: 5 кун унта, киле канмалли кунсене çеç килет.
– Ашшĕ Мăн Сĕнтĕрте ĕçлет. Пурте килте лармалла мар ĕнтĕ, – тет асламăшĕ.
Вăл кун кĕçĕн çулсенчи ачапа 5 класра вĕренекен ача килтеччĕ. Шкула кайманнин сăлтавне ача ĕнер 2 çул аслă ача шкулта кÿрентернĕ хыççăн çурăм ыратнипе ăнлантарчĕ. Ку пăтăрмаха шкулта пăхса тухма шантарчĕç. Кунта тепĕр ыйту тухса тăрать. Ачана амăшĕ çумра пулни кирлĕ-çке. Вăл килте пулнă пулсан çав кун ачана больницăна илсе каятчĕ пулĕ. Килте те хĕрарăм алли йĕрĕ палăрмасть. Кашни хĕрарăмăнах ачасене асламăшĕпе тата ашшĕпе шанса хăварса аякра ĕçлеме чĕре вăйĕ çитмест пек. Ачасене майлă мел шырамалла пек туйăнать ку çемьере.
Тепĕр çемьере вара упăшкипе арăмĕ кăнтăр кунĕнчех ÿсĕр. Кăçал шкултан тухакан тата вăтам класра вĕренекен ачасемшĕн амăшĕн ăшши, тăрăшăвĕ кирлĕ мар тет-ши вара 45 çулти хĕрарăм; Хамăра ача чухнехи тапхăра кайса лартар-ха. Никамăн та аннене ÿсĕр курас килмест вĕт, пурин те анне ăшшине туяс килет. Паян пурнăçăн анлă çулĕ çине тăма хатĕрленекен ачашăн пушшех те кирлĕ амăшĕн сĕнĕвĕ, пурнăç çине урăлла пăхни.
Тата тепĕр çемьере те ашшĕпе амăшĕ хăйсен тивĕçĕсем çине кирлĕ пек пăхмаççĕ. 10 çула яхăн пĕрле пурăнса 3 ача çуратса та çак таранччен те пĕр ачинне те çурални çинчен калакан хутне илмен. Ăнланма йывăр. Çитес вăхăтрах вĕсем ку ыйтăва татса парасса шанас килет.
Çемьесенче пулни тепĕр хут çакна çирĕплетсе пачĕ. Ачасене ашшĕ-амăшĕн юратăвĕ, вĕсен тимлĕхĕ кирлĕ. Çакăнтан хакли нимĕн те çук пулĕ. Ачасене алла укçа тыттарса магазин-пасар тăрăх кăларса янинче мар пулĕ ашшĕ-амăшĕн юратăвĕ. Çав пасара е магазина, е уçăлма ачасемпе пĕрле кайманни, вĕсен чунне вăхăтра ăнланманни-курманни куçăм тапхăрĕнче хăйĕн сассине пама кирлех. Ачана çуратрăмăр пулсан, хамăр çемьене пурăнма илтĕмĕр пулсан, эпир уншăн, унăн шăпишĕн яваплă. Çакна малтанхи кунсенчех ăша хывни кирлĕ. Эпир пулнă çемьесенче, хăшĕсенче кая юлса та пулин халь çакна ăнланса илессе шанасах килет. Ачасем хамăра хирĕç кăшкăрни эпир вĕсене воспитани тĕрĕс паманнин тĕкĕрĕ пулса тăрать пулĕ, эпир ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене мĕнле пурнăçланин результачĕ.
Профилактика кунне пĕтĕм-летнĕ чух «çул çинче выртакан полицейскисем» кирлине те, шăмат кунсенче, ытти кунсенче те ку тăрăхра çул-йĕр инспекторĕсем час-час пулсан аван пуласса палăртрĕç. Профилактика ыйтăвĕсемпе милици ĕçченĕсемпе пĕрле ĕçлеме калаçса татăлчĕç.
Л. ПАВЛОВА.