12 марта 2011 г.
Соцпакет е укçа?
Ку ыйтăва апрелĕн 1-мĕшĕччен татса парас пулать.
Соцпакетăн структури улшăннă май кăçалтан тытăнса федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансем валли соцпакетпа усă курассине е ун вырăнне укçан илессине палăртмалли срока вăхăтлăх апрелĕн 1-мĕшĕччен палăртнă. Кун пирки тĕплĕнрех РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.Г. СЕМЕНОВА каласа пама кăмăл турĕ:
– 2011 çултан тытăнса федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансен социаллă услугисем 3 пайран тăраççĕ. Кусем вĕсем эмел, санаторипе курорт тата транспорт пайĕсем. Соцпакет пĕтĕмĕшле 705 тенкĕпе танлашать. Вăл шутран эмел пайĕ – 543 тенкĕ, санаторипе курорт пайĕ – 84 тенкĕ, транспорт пайĕ – 78 тенкĕ.
Унччен эмел тата путевка пайĕсене соцпакетăн медицина пайĕнче пĕрлештернĕ пулнă. Вĕсенчен пĕринпе уйрăм усă курма май килмен. Халĕ ку тĕлĕшпе майсем ытларах туса панă.
2011 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансен (уйăхсерен укçан тÿлесе тăрассине 2010 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ хыççăн палăртнисемсĕр пуçне) эмел тата санаторипе курорт пайĕсемпе çĕнĕрен усă курма е уншăн укçан илсе тăма пуçăнма пултараççĕ. Заявлени ăна çырса панă хыççăнхи уйăхăн 1-мĕш числинчен вăя кĕрет.
Çĕнĕ йĕрке федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансен интересĕсене тĕрĕс шута илет. Тĕслĕхрен, вăл эмелсем тÿлевсĕр илсе тăракан, çав вăхăтрах сывлăха пула санаторисене каяйман çынсемшĕн меллĕ. Апла пулсан халĕ санатори шучĕпе уйăхсерен укçан илсе тăма пулать. Çавна палăртасшăн. Çăмăллăхсемпе усă куракан çын хăйĕн соцпакет тĕлĕшĕнчи унчченхи йĕркене улăштарасшăн пулсан кăна унăн 2011 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕччен заявлени çырас пулать. Енчен те çăмăллăхсемпе усă куракан унчченхи йĕркене улăштарасшăн мар пулсан, унăн Пенси фондне пыма кирлĕ мар.
Çулталăк пуçланнăранпа ку тĕлĕшпе районта 11 заявлени йышăннă. Вĕсенчен 2-шĕ эмел е санаторипе курорт пайĕпе усă курма пăрахасси, 9-шĕ – çĕнĕрен усă курма пуçăнасси пирки.
Паянхи куна пирĕн районта федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансем (Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕсемпе участникĕсем, çапăçусене хутшăннă ветерансем, вăрçă ветеранĕсен тăлăх арăмĕсем, радиаци катастрофисене пула шар курнă граждансем) 3 пин çын ытла. Вĕсенчен 22 проценчĕ соцпакетпа е унăн пайĕпе усă курать.