Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт-йĕр çавăрма çĕр – тÿлевсĕр

12 марта 2011 г.

Çурт-йĕр çавăрма çĕр – тÿлевсĕр

Ас тăватăр пулĕ, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2010 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнче РФ Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче çурт-йĕр çавăрма хатĕрленекен нумай ачаллă çемьесене çĕр участокне тÿлевсĕр уйăрма кирли пирки асăннăччĕ. Ку енĕпе республика Президенчĕ М. Игнатьев татăклă утăм турĕ темелле. 2011 çулхи мартăн 4-мĕшĕнче вăл «Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене пулăшу памалли хушма мерăсем çинчен» Указа алă пуснă. Указпа килĕшÿллĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне нумай ачаллă çемьесене харпăр хăй вăйĕпе çурт лартма, дача тума, хушма хуçалăх тытма тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсем уйăрса пама палăртакан Чăваш Республикин саккунĕн проектне пĕр уйăхра туса хатĕрлеме хушнă. ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерстви, Хула строительствин тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн министерстви вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле ЧР патшалăх харпăрлăхĕнчи тата муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсене нумай ачаллă çемьесене уйăрса пама хатĕрлесе çитерме тивĕç.

Çак Указ нумай ачаллă çемьесене патшалăх енчен пулăшассине вăйлатма, вĕсен социаллă статусне ÿстерме, демографи политикине пурнăçлассин тухăçлăхне пысăклатма май парĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика