Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Чечеклен, юратнă Муркаш ен!»

05 марта 2011 г.

«Чечеклен, юратнă Муркаш ен!»

Çак ятпа район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен пайĕ йĕркеленипе Шетмĕпуçĕнчи Культура çуртĕнче ку территорири художество пултарулăх коллективĕсен конкурс фестивалĕ иртрĕ. Унта Шетмĕпуçĕнчи тата Тивĕшри коллективсем хутшăнчĕç.

Малтанах Шетмĕпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.П. Александров вырăнти лару-тăрупа паллаштарчĕ, Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламларĕ. Шетмĕпуç ял библиотекин ертÿçи В. Никитина, Культура çур-чĕн директорĕ И. Смирнов, çавăн пекех Тивĕшри ял библиотекин ертÿçи Е. Ильина, клуб директорĕ О. Ильин хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕç.

Çавăн пекех уяв каçĕнче районти шалти ĕçсен пайĕнчен килнĕ И.И. Петрова, М.А. Конузинăна, В.И. Волкова ял çыннисем ăшшăн кĕтсе илчĕç, хăнасем хăйсен сăмахĕнче тĕрлĕ темăсене хускатрĕç, пухăннисен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.

Фойере çав вăхăтра вырăнти ăстасен ал ĕç выставки ĕçлерĕ. М.И. Иванова, Ф.Н. Семенова, А.А. Смирнова, Л.Л. Кириллова ĕçĕсем пурин кăмăлне те кайрĕç.

Сцена çинче вара хавас юрă-ташă шăранчĕ. Ку енĕпе А. Семенова илемлĕх ертÿçине, С. Андреева ташăсене хатĕрлекене куракансем ырăпа палăртрĕç.

В. НИКИТИНА,

Шетмĕпуçĕнчи библиотека ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика