Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Хĕрарăмăн хăйне тупмалла»

05 марта 2011 г.

«Хĕрарăмăн хăйне тупмалла»

«Хĕрарăмăн хăйне килĕшнĕ ĕç тупмалла. Ачасене ÿстересси, мăшăра пулăшса пырасси, пĕр-пĕр ĕç пуçарасси – темĕнле те пулма пултарать вăл. Анчах та хĕрарăмăн пурнăçра хăйĕн вырăнне тупмаллах. Çавăн чухне çеç вăл телейлĕ пулма пултарать. Пурнăçри йывăрлăхсем пире, черченскерсене, арçынсен хăш-пĕр пахалăхĕсене те хамăрта аталантарма, çăмăл мар йышăнусем тума хистеççĕ. Апла пулин те пирĕн ХĔРАРĂМ пулмалла», – çапла палăртать хăйĕн шухăшне «Визит» суту-илÿ çурчĕн ертÿçи Лилия Валерьевна Николаева.

Ăна вара – хастар предпринимателе, икĕ ача амăшне, çемье ăшшине упракан хĕрарăма – пурнăçра хăйне тупнă тесе çирĕппĕнех калама пулать. Юратнă ĕç, ачасем, мăшăр – пурте тимлĕх ыйтаççĕ. Çак çăмăл мар тивĕçе пурнăçланипе пĕрлех Лилия Николаевна спортпа та туслă, юрă-ташăра та маттур. Тăтăшах фитнес занятийĕсене çÿресси, «Расна» ансамбльте ташласси – пултаруллă хĕрарăм хăйне валли хăй кунсерен парне туни. Кун пек парнесем пурнăçри, ĕçри çитĕнÿсемпе танах кăмăла хăпартаççĕ.

Çитĕнĕвĕсем вара Лилия Николаевнăн чылай. Акă республикăра пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнче иртнĕ «Восславим женщину» конкурсран та вăл çĕнтерÿçĕ пулса таврăнчĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика