05 марта 2011 г.
Утарçăсем вали
Хĕл ыйхинчен тухакан пыл хурчĕсем нумай чух вăйсăрланаççĕ. Çавăнпа та вĕлле хурчĕсем валли витаминлă сывату хутăшĕ хатĕрлесси паян нумай утарçăшăн кун йĕркинче тăракан ыйту.
Хумхантаракан ыйтăва çăмăллăнах татса пама пулать. Çакна тума хĕл ыйхинчен вăранакан çут çанталăк хăех пулăшать.
Пуш тата ака уйăхĕсенче хыр лăссисемпе кăчкисенчен хатĕрленĕ шывăн усси пысăк. Çакна валли турат вĕçĕнчи хыр лăссисен вĕçĕсене 40 миллиметр чухлĕ тата хыр кăчкисене илсе сывлăш лайăх вылякан тĕттĕм те типĕ вырăнта типĕтмелле. Типсен вĕсене вĕтетмелле те вĕри шыва ярса лартмалла. Пĕр килограмм чĕр тавар пуçне 4 литр вĕри шыв кирлĕ. Вĕри шыв янă хыççăн савăта хупламалла та шыв сивĕниччен тытмалла. Хыççăн сĕрмелле. Эмел хатĕр.
200 грамм кĕрекен стакан хатĕр шыва 3 литр сахăр сиропĕ (1:1) çине усă кураççĕ.
Ку эмелпе çуркунне тата кĕркунне усă курни вырăнлă. Ку апат пыл хурчĕсен пĕтĕмĕшле аталанăвĕшĕн усăллă, аман çăмарта тăваслăхне ÿстерет, чирлессине чакарать.Хатĕрленĕ сиплĕ шывпа 2 талăк хушши усă курмалла.
П. СЕМЕНОВА,
утарçă зоотехник.