05 марта 2011 г.
Ÿсме пулăшакан апат-çимĕç
Кĕрпесем, пахча çимĕç, улма-çырла, сĕт тата сĕтрен тунă юр-вар – кулленех сĕтел çинче пулмалли апат-çимĕç. Вĕсенчи клетчатка, белок, цинк, кальци, микроэлементсем, В ушкăнри витаминсем шăмăсене çирĕплетеççĕ. Ача-пăчана шăпах вăй-хал кÿрекен, ÿсме пулăшакан çакăн пек усăллă апат-çимĕç кирлĕ. Канфет-пĕремĕкĕн, пылак шывсен, тĕтĕмленĕ ашăн, кăлпассипе сосискин, ăшаланă çĕр улмин уссинчен ытларах сиенĕ.
Улма-çырлара организма апатлантаракан клетчатка, С витамин тата каротиноидсем (бета-каротин) пур. Вĕсемпе уйрăмах хăмла çырли, хура хурлăхан, апельсин, груша, грейпфрут пуян. Çимĕç тĕсĕ мĕн чухлĕ янкăртарах та уçăмлăрах, вăл çавăн чухлĕ усăллăрах. Турилккере тĕрлĕ тĕслĕ улма-çырла ытларах пулсан лайăхрах. Пахча çимĕç те тĕсне кура пирĕн организма усă парать. Сарă тĕслисем (кавăн, дыня, пылак пăрăç) ÿсме кирлĕ. Симĕссисем (шпинат, укроп, петрушка) куç вăйне çирĕплетççĕ. Хĕрлисемпе çутă хĕрлисем (арбуз, помидор, кишĕр) сывлăхлă çитĕнме, сурансене сиплеме пулăшаççĕ. Паллах, сĕт тата унран хатĕрленĕ юр-вар ачана питех те кирлĕ. Вĕсенче темĕн чухлĕ витамин, кальци, микроэлемент пур.
Ачăрсем валли ирхи апат тутлăхлă хатĕрлеме тăрăшăр. Ăна белокпа тата углеводпа пуянлатмалла. Вĕсем валли çăмарта, сыр, çăкăр, сĕт е йогурт кирлĕ. «Тутлă мар» апата (ача шучĕпе) çинĕшĕн мĕн те пулин парăп тесе ан хăнăхтарăр. Лайăх йĕркене вăйпа вĕрентме кирлĕ мар. Тутлă та усăллă апат – çитĕнÿ çăл куçĕ. Вăл ачана шкулта йĕркеллĕ ĕлкĕрсе пыма май парĕ.
Э. ФОМИНА,
терапевт.