05 марта 2011 г.
Апачĕ хакланать, сĕчĕ йÿнелет
Килти хушма хуçалăха аталантарассине паян çĕр-шыв шайĕнче те малти вырăна кăларчĕç. Ку лайăх, анчах... Паян магазинсене каятăн та куллен майлах тавар хакланнине тĕл пулатăн. Выльăх валли апат туянас пулсан та ял çыннине час-часах хаксем «çыртни» хăратать. Çав вăхăтрах патшалăх политикинчен пăрăнмасăр килти хушма хуçалăха аталантараканăн сĕт сутмалли хакĕ ÿксе пырать.
Паян нумайăшне выльăх-чĕрлĕхе епле хĕл каçарасси шухăшлаттарать. Нумайăшĕ çакна пĕлнĕ пекех пĕртен-пĕр ĕнинчен кĕркуннех хăтăлчĕ. Тен вĕсем тĕрĕс те турĕç пуль. Авăн тата юпа уйăхĕсенче, ĕнесем курăк çинче çÿренĕ чух, сĕт пуçтаракансем пĕр килограмм сĕтшĕн 15 тенкĕ паратчĕç. Ун чух ял çынни кăçалхи йывăр хĕл вăхăтĕнче сĕт хакĕ ÿкме пултарасси пирки шутламан та. Халĕ вара... Сĕт хакĕ эрнесерен чакма пуçларĕ. Анчах çав вăхăтрах выльăх апачĕн хакĕ хăмпă пек хăпарса кайрĕ. Çулталăк каялла тырă хакĕ 3-4 тенкĕ пулнă пулсан паян унăн кăтартăвĕ 11 тенкĕ. 25 килограмм таякан пĕр михĕ хывăх (отрубь) пĕлтĕр 70-90 тенкĕччĕ пулсан халĕ – 250 тенкĕ.
Иртнĕ кĕркунне пĕр рулон улăма 300 тенкĕпе сутма килĕшнĕ хуçасем ыйтакансем нумаййипе-тăр улăм хакне 1000 тенкĕне çитерчĕç.
Муркаш райповĕ магазинсем урлă утă сутрĕ: 25 кг таякан тюк 325 тенкĕ. Пĕр кг утă тырăран хакла ларать: 13 тенкĕ! Пулса тухнă лару-тăрура патшалăх ĕнесен хисепне чакарса ярасран субсиди парса пулăшма шутларĕ: пĕр ĕнешĕн пĕр пин тенкĕ. Уншăн та тавтапуç. Анчах шутласа пăхнă-и эсир çав субсиди укçипе ĕнене миçе кун тăрантарма май пулнине; Пĕр рулон улăм 500-600 тенкĕ, тăваткал тюк утă, йывăрăшне кура, 200-300 тенкĕ тăрать пулсан субсиди укçи ĕнене пĕр эрне усрамалăх кăна мар-и;
Çĕр-шывра пур тавар та хакланнă вăхăтра аш-какай хакĕ 2-3 çул пĕр вырăнтах «ташлать». Ăна сутма пасара кĕресси те паянхи ял çыннишĕн чĕр нуша. Çакна çырнă чух пĕр кулăш аса килчĕ:
Икĕ тус тĕл пулаççĕ.
– Мĕнле пурăнатăн; – ыйтать пĕри.
– Ленин пек, – хуравлать тепри.
– Мĕнле апла; – тĕлĕнет пĕрремĕшĕ.
– Ни пытармаççĕ, ни çитермеççĕ, – хуравлать иккĕмĕшĕ.
Вăт çапла пурăнать ял çынни. Эсĕ, вулаканăм, мĕнле шутлатăн;
В. ЕГОРОВ.
Çуткÿл ялĕ.