05 марта 2011 г.
Кăркка ĕрчететпĕр
Эпĕ хушма хуçалăхра иккĕмĕш çул ĕнтĕ кăрккасем усратăп. Анчах та вĕсене мĕнлерех усрамаллине пĕлсех çитерейместĕп-ха. Вĕсем мана питĕ ачаш чĕр чунсем пек туйăнаççĕ. Çавăнпа та сирĕн хаçат урлă ăстаçăсенчен канаш ыйтас килет.
Н. ИВАНОВ.
Кăркка пысăк кĕлеткеллĕ кайăк. Ăна валли пĕр тăваткал метртан пĕчĕк мар лаптăк кирлĕ. Хĕллехи вăхăтра пĕрешкел тăракан сывлăш температурине кăмăллать. 15 градус сивĕне вăл аванах чăтса ирттерет. Читлĕхре ытлашши нÿрĕке тата витĕр çил вĕрнине кăмăлламасть. Унăн ай сарăмĕ яланах типĕ пулмалла. Виçесĕр нÿрĕкре тĕрлĕ чир-чĕр аталанма пултарать, кайăк сывлăхне хавшатать. Вăхăтран вăхăта унăн читлĕхне уçăлтарма тăрăшмалла. Ÿссе çитнĕ кăркка валли çутă ытларах кирлĕ. Çавăнпа та ăна валли хушма çутă йĕркелесе памалла. Кун тăршшĕ 14 сехете çитсен вăл çăмарта тума пуçлать.
Хĕл кунĕнче ăна кунне виçĕ хутчен апатлантармалла. Апат рационĕ пуян та тĕрлĕ енлĕ пулмалла. Тырă-пулă кăна мар, витаминсемпе пуян ытти хушма çимĕç те кирлĕ. Кишĕр, кăшман та çитермелле. Хыр тата чăрăш лăсси уншăн питĕ усăллă. Вĕсене вĕтетмелле те ытти апатпа хутăштарса памалла. Пĕр кайăк пуçне кунне 10 – 15 грамм чухлĕ ешĕл лăсă пулсан аван. Рациона хĕрлĕ пилеш çырлине кĕртсен те лайăх. Çăва тухсан вара хĕлле çитерме вĕлтĕрен çулçи типĕтме ан манăр.
Сывлăш температурине кура ăна уçăлтарма кăлармалла. Уйрăмах вăл хĕвел ăшшинче хĕртĕнме кăмăллать. Енчен те хĕвел çине кăларма май килмест пулсан кăрккана пулă çăвĕ памалла, анчах та пĕр кайăк пуçне икĕ грамран ытлашши тивмелле мар. Пусас умĕн вара икĕ эрне маларах пулă çăвне пама чарăнмалла.
В. ИЛЬИН,
выльăх тухтăрĕ.