05 марта 2011 г.
Тупăш алăкран шаккать
Килти хушма хуçалăхра 2–3-шер ĕне, вăкăр-сурăх усрасси, витере 5–6-шар сысна çитĕнтересси, кил хушши тулли хур-кăвакалпа чăх-чĕп тытасси – чăваш хресченĕн ĕмĕртен пыракан тата ăруран ăрăва куçакан ырă йăли. Малашлăха пăхса килти хушма хуçалăха аталантарнă çĕрте паянхи çамрăксем патшалăх пулăшнипе усă курасси çине куçрĕç. «Çамрăксенче – малашлăх. Эпир вара вĕсене хамăр ĕç опычĕпе пулăшса тĕкĕ паракансем», – терĕç Мария Димитриевна Попугаевăпа Галина Александровна Николаева ĕç ветеранĕсем.
Хамăн пĕлĕшĕмсене «Кил тата хушма хуçалăх» кăларăмăн тĕпелне чĕннĕ май хĕрарăмсем килти хушма хуçалăха аталантарма хывнă тÿпипе вулакансене паллаштарни те ытлашши пулмĕ.
Хăйсен ĕç ĕмĕрне ял хуçалăхне халалланă хĕрарăмсем анлă кун-çулти пĕр куна та килти хушма хуçалăхсăр ирттермен. Выльăх тухтăрĕн ĕçне алла илнĕскерсем пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи пекех ялти выльăх-чĕрлĕх сывлăхĕшĕн те яланах ответлăха туйса пурăннă. Çавăнпах ĕнтĕ хĕлле-и е çулла, шартлама сивĕре-и е шăрăхра – килти ĕçе пăрахсах, канлĕ ыйхăна татсах пулăшу ыйтакан патне васканă...
Галина Александровна тивĕçлĕ канăва кайрĕ пулсан Мария Димитриевна паян та Нискассинчи ветучасток заведующийĕнче вăй хурать-ха.
– Ĕçе тухса ял çыннисемпе калаçмасăр чун чăтмасть. Ăна е кăна вăхăтра пулăшу парсан – савăннипе çиччĕмĕш пĕлĕт çине хăпарса каятăп. Ял çыннин килти хушма хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх сывă пулсан хамăрăн ĕç курăннă пек туйăнать, – терĕ ытти чух нумай сăмах ваклама юратман М. Попугаева.
1974 çулта Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен ветеринара вĕренсе тухнă хĕр малашлăха пăхса 80-мĕш çулсенче куçăмсăр майпа Хусанти ветеринари институтĕнчен вĕренсе тухать, аслă пĕлÿллĕ выльăх тухтăрĕ пулса тăрать. 1984 çултанпа хастар хĕрарăм пĕр улшăнмасăр Ярославка ял тăрăхĕнчи Нискассинчи ветеринари участокне ертсе пырать. Тăрăшуллă ĕçпе ялта пурăнакансем хушшинче те, ĕçтешĕсемшĕн те Мария Димитриевна ырă ятлă.
Икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ хĕрарăм ялти тата пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕхе пăхса тăнипе пĕрлех килти хушма хуçалăхра та алă усса ларман. Кĕçĕн ывăлĕпе кинĕ – Андрейпа Надя – тата вĕсен ачисем пулăшнипе ялта ятлă выльăх тухтăрĕ килти хушма хуçалăхра паян 2 ĕне, 2 вăкăр, 2 сысна, чăх-чĕп йышлă тытать. Çу кунĕсенче нумай пулнă хур-кăвакалпа бройлер чăххисем те килти хушма хуçалăха тĕреклетнĕ кăна, çемье бюджетне хулăнлатнă.
– Ялта пĕр ĕç укçи çине çеç шанса пурăнма йывăр. Çавăнпа та килти хушма хуçалăха аталантарассине эпир нихăçан та иккĕмĕш вырăна хăварман. Çак çулпа пырсах килти хуралтăсене тĕреклететпĕр, стройка ĕçĕсем пурнăçлатпăр, – тарăн шухăшласа калаçать выльăх тухтăрĕ кулленхи ĕçре хăйне Валентина Владимировна Ермолаева ветфельдшерпа Алевтина Германовна Кудряшова ветсанитарка пулăшнине палăртса. Амăшĕн тăрăшулăхне кура уйрăм кил хуçалăх çавăрнă Алеша ывăлĕ те хăйĕн çемйипе килти хушма хуçалăхра паян 2 ĕне, йышлă чăх-чĕп, нумай хур-кăвакал тытать.
М. Попугаева ĕçтешĕ Галина Александровна Николаева нумай çул Уйкас Янасалти ветеринари участокĕнче вăй хунă. 40 çула яхăн каялла Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен выльăх тухтăрĕн специальноçне алла илсе тухнăскер унтанпа пĕр самантлăха та выльăх-чĕрлĕхрен уйрăлман. Мăшăрĕпе, икĕ хĕрĕпе килти хушма хуçалăхра çулленех тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк тытнă. Вĕсене сывă усраса пайта курасси те хастар çемьен кун йĕркинчен нихăçан та тухман.
– Ялта килти хушма хуçалăх тытсан тата унта выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕке пĕлсе усрасан вĕсенчен тупăш курма пулатех, – терĕ Г. Николаева ветеринар хăйĕн пирки нумай калаçма юратманнине систерсе.
Анатолий БЕЛОВ.