05 марта 2011 г.
Хĕвел ăшши вăйлăрах
Пуш уйăхĕн 17–18-мĕшĕсем. Пĕр çул ÿсекен курăксемпе нумай çул ÿсекен чечексемсĕр пуçне нимех те ан акăр. Унччен акнисене сайралатма юрать. Ырă шăршăллă тата эмел курăкĕсене, симĕсле çимелли культурăсене акма-лартма меллĕ вăхăт. Помидор, пăрăç, баклажан, физалис культурисене пысăкрах савăтсене куçарса лартма юрăхлă. Улма-çырла йывăççисене сыпмалла.
Пуш уйăхĕн 19–20-мĕшĕсем. Калчасем валли тăпра, контейнерсем хатĕрлемелле. Минераллă удобренисем, ÿсен-тăрана ÿсме пулăшакан тата хÿтĕлекен препаратсем туянмалла.
Пуш уйăхĕн 20–21-мĕшĕсем. Вăрлăх сухана акма юрать. Помидорсемпе пăрăçсен калчисене сайралатмалла.
Пуш уйăхĕн 21–23-мĕшĕсем. Калчасене, пÿлĕмри чечексене шăвармалла тата органикăллă удобренисемпе апатлантармалла. Ÿсен-тăрана ÿсме пулăшакан препаратпа пĕрĕхмелле. Çĕр улмине яровизацилеме кăларма юрать.
Пуш уйăхĕн 23–26-мĕшĕсем. Çĕре кăпкалатмалла. Калчасене сайралатмалла. Теплицăсемпе парниксене юр юлашкисенчен тасатмалла. Улма-çырла тĕммисен сăтăрçисемпе кĕрешмелле.
Пуш уйăхĕн 26–28-мĕшĕсем. Вăрлăх сухана акма юрать. Çĕр улмине яровизацилеме кăларма меллĕ. Ÿсен-тăрана ÿсме пулăшакан препаратпа пĕрĕхмелле.
Пуш уйăхĕн 28–31-мĕшĕсем. Акма-лартма сĕнмелли кунсем. Теплицăсемпе парниксене ĕçе хатĕрлемелле. Ÿсен-тăрана сăтăрçăсенчен пĕрĕхмелле. Улма-çырла йывăççисемпе тĕмсене касса çамрăклатмалла.