05 марта 2011 г.
Йăла-йĕркене манмалла мар
Кашни çулах йăлана кĕнĕ тăрăх ял тăрăхĕсем хушшинчи Культура çурчĕсем çумĕнче йĕркеленнĕ коллективсен смотрĕ иртет.
Вăрманкассинчи социаллă культура центрĕнче те ку конкурса хатĕрленчĕç. Клуб çумĕнче темиçе çулах ĕнтĕ фольклор коллективĕ ĕçлет. Кăçал та вăл хăй пултарулăхне кăтартрĕ. Куракансене халăхăн илемлĕ юррисемпе савăнтарчĕ. Аслисемпе пĕрле ачасем те концерта хастар хутшăнчĕç. Вĕсем иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчи ача-пăча ĕç-хĕлне çутатрĕç: сÿс тÿрĕç, çĕрĕ тултарчĕç, çип хутăрларĕç тата ытти ĕçе те кăтартса пачĕç. Пирĕн анне-асаннесем кашни ĕçех юрă-кĕвĕпе пурнăçланă. Ачасем те çав йăла-йĕркене аса илтерчĕç.
Социаллă культура центрĕ çумĕнче ĕçлекен кружоксем хăйсен ĕç куравĕсене йĕркелерĕç. Концерта пухăннисем вĕсемпе тимлесех паллашрĕç.
В. АФАНАСЬЕВА,
Вăрманкассинчи библиотека ертÿçи.