05 марта 2011 г.
Арăма шанманни е ...
Çак кунсенче иртнĕ çул пуçарнă уголовнăй ĕç тĕлĕшпе следстви ĕçĕ вĕçленчĕ. 2010 çулхи июлĕн 29-мĕшĕнче Мишер ялĕнче пĕр синкер ĕç пулса иртнĕччĕ.
42 çулхи арçын хăй арăмне шанманскер тата ют арçын çумне хушаканскер маларах эрех ĕçсе ÿсĕрĕлет те пĕр хуçалăхри кил-çурт патне усал шухăш-тĕллевпе пырать. Курайманлăх туйăмĕпе тулнăскер йывăç алăк умне хаçат хурса тивертет. Пĕр вăй илнĕ вут-çулăма çăварлăхлама вара питĕ йывăр-çке. Кĕске самантрах пĕтĕм хуçалăха «çулăм алли» çавăрса илет. Шутлама пултарнă-ши маларах 42 çулхи арçын еплерех хăрушă инкек пулса тухасса; Çапла вара унăн арăмĕ тата икĕ арçын вут-çулăмран тухайман, çавăн пекех хуçалăх йăлтах çунса кĕлленчĕ. Çак пÿртри икĕ арçын çăлăнма мехел çитернĕ.
Халĕ ку тĕлĕшпе пуçарнă уголовнăй ĕçе айăплав пĕтĕмлетĕвĕ тума прокурора панă. Кун пеккине татах та илсе кăтартма пулать, анчах пирĕн пурин те çак синкерсенчен пĕтĕмлетÿ тума, харпăр хăй шухăш-кăмăлне чарма пĕлмелле.
В. ДОЛГОВ,
уйрăмах пĕлтерĕшлĕ
ĕçсен следователĕ,
юстици капитанĕ.