05 марта 2011 г.
Черкке хыççăн черкке
Мана кулленхи ĕçре тăтăшах йывăр тата уйрăмах йывăр перступленисемпе тĕл пулма тивет. Статистика вара хăрушла: преступленисен ытларах пайĕ эрехрен пуçланать. Кирек епле ĕçĕн те, вăл шутра эрех ĕçессин те, виçи пулмалла. Çакăнта илсе кăтартнă преступлени те хаçат вулакансене хумхантарма тивĕçех пулĕ тесе шутлатăп.
РФ следстви комитечĕн ЧР районсем хушшинчи следстви управленийĕн Етĕрнери районсем хушшинчи следстви пайĕ 55 çулхи хĕрарăм ыйтăвне тивĕçтерсе февралĕн 16-мĕшĕнче уголовнăй ĕç пуçарчĕ.
Эрех черкки хăш чухне мирлештерет, чылай чухне пурнăçа пачах та синкерле туса хурать. Февралĕн 14-мĕшĕнче Сосновка ялĕнчи 45 çулхи арçын хуçалăхĕнче пĕлĕшсем эрехпе сăйланнă. Ĕçсен-ĕçсен «симĕс çĕлен» хăйĕн пÿтсĕр ĕçнех тăвать çав: пуçа самай минретет, тĕрлĕ шухăш-кăмăл пуçарать. Ниçта та ĕçлеменскер вăхăт каç еннелле сулăнсан 55 çулхи хĕрарăма вĕлерессипе хăратать, ун çинчи çи-пуçне хывса илсе ăна мăшкăллать. Халĕ ку тĕлĕшпе следствипе экспертиза ĕçĕсем пыраççĕ.