Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачисен салху куçне кураççĕ-ши амăшĕсем?..

05 марта 2011 г.

Ачисен салху куçне кураççĕ-ши амăшĕсем?..

Катькас ял тăрăхĕнче профилактика кунĕ иртессине ялсенче пурăнакансем ял администрацийĕн пĕлтерĕвĕнчен пĕлнĕ. Пĕлнĕ те эрех черккипе туслă ашшĕ-амăшĕ килтен тухса «шăвăннă». Ку енĕпе учетра тăракан икĕ çемье çав вăхăтра мĕнле лару-тăрура пулнипе çав сăлтавпах паллашма май пулмарĕ. Анчах та хапха алăкне кантрапа тул енчен çыхса хунипех проблема пĕтмест-çке-ха.

– Анне килтехчĕ паян, ниçта каяссинех те каламарĕ, – терĕ кĕçĕн класра вĕренекен арçын ача шкулта.

– Эрех ĕçмест-и; Сана апат пĕçерсе çитерет-и;

– Халь чиперехчĕ-ха, – куçне аялалла тартрĕ ача.

Амăшĕ çинчен япăх калас килмест, паллах, унăн. Амăшĕ-çке.

Унтан пĕрех çапла хушса хучĕ:

– Пулкалать çав ĕçкелени.

Çакнашкал çемьери аслă класра вĕренекен арçын ачан та амăшĕ час-час ÿсĕр пулни çинчен каланă чух куçĕ хаваслăн çиçмерĕ çав. Ăнланать вăл ашшĕне çухатнипе хăйне тивĕçекен пенсие хăй çине куçармаллине те.

Ăнланĕç-ши çав икĕ ачан амăшĕ хăйсем мĕн тери пысăк йăнăш тунине, хăйсен ачисен пурнăç çулне хăйсемех хупласа пынине;

Çак ял тăрăхĕнчи 4 çулти хĕр ача та амăшĕн ăшшине кураймасть. Ачине яла хăйĕн амăшне парса хăварнă та хăй хулара пурăнать, ĕçлет. Ача пăхма вăхăт çук пулмалла. Шаннă йăвара та пур чухне те, чăнах, кайăк пулмасть иккен. Профилактика кунĕнче вара пĕчĕк хĕр ачан кукамăшĕ ÿсĕр çывăратчĕ. Куçĕсем кăн-кăвак пулни, хĕрарăм хăйне епле тыткалани вăл пĕрремĕш кун кăна ĕçменни çинчен калать. Сивĕ пÿртре хĕр арăм пальто-мĕнĕпех вырăн çинче выртатчĕ. Çитĕннĕ ывăлĕ каланă тăрăх газ перекетлеççĕ иккен (ĕçме вара укçа шалккă мар-шим; - Авт.) Хĕр ачана садикрен илсе килсен мĕн çитересси çинчен шутламасть те пуль хĕрарăм. Çимелли те нимĕн те çукчĕ килте. Ирĕксĕрех хĕр ачана районти тĕп больницăри реабилитаци палатине илсе килме тиврĕ. Çакăн хыççăн тен амăшĕнче амăшĕн чунĕ вăранĕ;

Ял тăрăхĕн специалисчĕ Л.Г. Молькова палăртнă тăрăх вара пĕтĕмпе çакнашкал ăнăçсăр çемьесем 5. Ял тăрăхĕн администрацийĕ çумĕнчи профилактика канашĕн ларăвĕнче иртнĕ çул вĕсене 9 хутчен пăхса тухнă, 7 хутчен вĕсен килĕсенче пулнă. Ырă енне улшăннисем те пур вĕсен хушшинче. Пĕр вырăнта ырă енне пĕр сантиметр тăршшĕ куçманнисем те. 3 ачаллă çемьере пуçламăш класра вĕренекен ача пĕчченехчĕ. Эпир унтан тухнă çĕре пире хирĕç ашшĕ ÿсĕр килчĕ.

– Нумаях ĕçмен-ха. Уяв паллă турăм ĕнерпе виçĕм кун. Паян мухмăр чĕртрĕм, – тет арçын.

Профилактика кунне пĕтĕмлетнĕ май ял халăхĕпе пĕрле пăхса тухрĕç ăна. 40 çултан кăшт иртнĕ арçыннăн сăмахне ĕненес пулсан йăнăшне ăнланнă пек те.

Ку ял тăрăхĕнчи милицин участокри уполномоченнăйĕ Е.А. Пугачев каланă тăрăх иртнĕ çул преступленисен йышĕ кăшт чакнă: 55-рен 44-а юлнă. Ку çапах лăпланмаллине пĕлтермест. 44 преступлени тени хăех хăраса каймалли кăтарту. Катькасри Культура çурчĕн директорĕ И.В. Егоров хăйĕн сăмахĕнче ашшĕ-амăшĕсен комитечĕ каçхи рейдсене тухма пăрахнине палăртрĕ.

Ку ял тăрăхĕнче пурăнакансем пĕр тăрăхра пурăнакансемшĕн савăнмаççĕ-кулянмаççĕ тесе калас килмест. Çакă Культура çуртĕнче иртнĕ тĕл пулуран та курăнать. Малтан судпа айăпланнă 2 çынна тата çул-йĕр правилине пăснă çамрăка сÿтсе явнă чух та вĕсем маншăн пулсан ик айкки те тăвайкки тесе лармарĕç.

– Сирĕн аçăр-аннĕрсем ятлă-сумлă çынсем пулнă. Çÿлте тытăр вĕсен ячĕсене. Вĕсем пек пулма тăрăшăр. Эпир сире шанатпăр, – терĕ пурте хисеплекен ĕç ветеранĕ О.В. Тямина.

Тепĕр самант çинче чарăнас килет. Профилактика кунне пĕтĕмлетнĕ çĕрте депутатсен ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕсем, ял старостисем, профилактика канашĕн членĕсем сахал е пач пулманни шухăша ярать. Районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Е.И. Плечов палăртнă пек каласан вырăнти лăпкăлăх ку тăрăхри çынсем профилактика ыйтăвĕпе мĕнле ĕçленинчен нумай килет.

– Пирĕн сире пулăшса пымалла, – терĕ Евгений Иванович.

Профилактика кунне пĕтĕмлетнĕ май вара район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Л.Ю. Тарасова профилактика ыйтăвĕсемпе ĕçлесси ял тăрăх администрацийĕсен кун йĕркинчен тухмалла марри çинчен каларĕ, профилактика ĕçĕнче халăх шаннă çынсем – старостăсем, депутатсем, ялти актив хастар пуласса шаннине палăртрĕ.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика