Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Историе пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ

05 марта 2011 г.

Историе пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ

Архив докуменчĕсене пухса упрас ыйту 1920 çулта Чăваш автономине туса хурсанах тухса тăнă. Автономи облаç комитечĕ 1923 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнче «Архивсене упрасси çинчен» обязательнăй йышăну тунă. Административлă территорисене пайланассин реформи пурнăçа кĕме тытăннă май 1927 çулхи сентябрьте çĕнĕрен йĕркеленĕ кашни райĕçтăвком çумĕнчех район архивĕ пулмалла пулнă. Çапла вара 1930 çулхи март уйăхĕ тĕлне районти архивсене йĕркелесси пĕтĕмĕшле вĕçленнĕ.

Пирĕн района иккĕмĕш хут 1964 çулта йĕркеленĕ май район архивĕн ĕçченĕ Ф.В. Кожевникова ĕçе тытăннă чухне ятарлă ĕç пÿлĕмĕ те пулман. Унăн граждансем патне вырăнсене тухса çÿреме тивнĕ. Архив материалĕсем те архива 1966 çулта кăна пыма пуçăннă. 2004 çулхи сентябрьтенпе райадминистраци структури улшăнчĕ. Çавăнтанпа архивсем енĕпе ĕçлекен пая пĕтернĕ, Муркаш район архивĕ район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен пайĕн структура подразделенийĕ пулса тăчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн 2006 çулхи январĕн 16-мĕшĕнчи 11-мĕш номерлĕ постановленийĕпе «ЧР Муркаш районĕн муниципаллă архивĕ» муниципаллă учреждени туса хунă, унăн Уставне çирĕплетнĕ.

Тĕрлĕ çулсенче район архивĕн заведующийĕсем пулса Д.Д. Казаков, В.Е. Васильев, М.А. Пиксалкина, Ф.В. Кожевникова, Л.П. Николаева, Р.Е. Седатлова ĕçленĕ. Районта архив ĕçне аталантарассине Р.Е. Седатлова ертсе пынă. Вăл 1996 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнчен – архив ĕçĕсен пайĕн заведующийĕ, 2001 çулхи мартăн 7-мĕшĕнченпе – архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ, 2004 çулхи августăн 10-мĕшĕнченпе – культура тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ, 2006 çулхи январĕн 10-мĕшĕнченпе – район администрацийĕн тĕп эксперт специалисчĕ.

2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районăн муниципаллă архивĕнче 35724 единица управ докуменчĕ шутланать. Иртнĕ çул кăна пирĕн пата пулăшу ыйтса 5000 ытла çын пынă, 2706 социаллă право ыйтăвне тивĕçтернĕ, тĕпчевçĕсемпе историксене, тавра пĕлÿçĕсене 156 çынна пулăшу кÿнĕ тата вĕсене 1393 ĕç, 208 справка уйăрса панă, информаци мероприятийĕсем 29, документсен выставкисем 4, семинар-канашлусем 9 йĕркеленĕ. Муниципаллă архив пĕтĕмпе 158 пин тенкĕлĕх тÿлевлĕ пулăшу панă.

Р. СЕДАТЛОВА,

район администрацийĕн тĕп специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика