Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăх вĕрентекен пулма ĕмĕтленет

05 марта 2011 г.

Студентшăн профессорпа пĕрле кĕнеке кăларасси – пысăк çитĕнÿ. Çакă сăваплă ĕçĕн пуçламăшĕ, çитĕнÿсем тумалли вăй-хăват пулма пултарать.

Кăçал И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи уйрăмĕнче ĕçлекен Л.П. Сергеев тĕпчевçĕпе 5-мĕш курс студентки Татьяна Артемьева «-Ла (-ле) аффикслă иккĕмĕшле глаголсен словарĕ» ятлă кĕнеке кăларма пултарчĕç.

Словаре чĕлхеçĕсем, филологи уйрăмĕнче вĕренекен студентсем, чăваш чĕлхи учителĕсем валли хатĕрленĕ. Хальхи вăхăтра чăваш чĕлхинче -ла(-ле) аффикслă глаголсем йышланса пыраççĕ. Вĕсене паян кунччен ятарласа тĕпчемен, çавăнпа та словаре пичетлесе кăларни – усăллă ĕç. Унпа чăваш чĕлхи учителĕсем урок материалне интереслĕрех тума, йĕркелеме пултараççĕ.

Таня Артемьева Муркаш районĕнчи Милютакасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çемьери ачасенчен вăл – асли, çавăнпа та яваплăха Таня пĕчĕкренех туйма вĕреннĕ. 9 çул хушши хĕр ача Ярапайкассинчи шкула çÿренĕ, унтан 2 çул Муркашри лицейра пĕлÿ пухнă.

Аслă пĕлÿ илес тĕллевпе Татьяна Шупашкарти И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ чăваш филологи уйрăмне вĕренме кĕнĕ, чăваш чĕлхипе литературин тата вырăс чĕлхипе литературин учителĕ пулма ĕмĕтленет.

Пĕрремĕш курсранах пултаруллă çамрăк «Çил çунат» краеведени кружокне çÿреме тытăнать. Пĕрлешĕвĕн ертÿçи – Виталий Петрович Станьял (Никитин) – паллă тĕпчевçĕ, педагог, этнокультуролог, литератор тата краевед. Вăл студентсене тăван ене, тавралăха тĕпчеме хистет, тĕрлĕ статьясем, тĕпчев ĕçĕсем çырма вĕрентет.

Вĕренÿре Таня – малтисенчен пĕри. Пиллĕкмĕш курса çитнĕ студентка кĕçех алла хĕрлĕ диплом илĕ, пурнăç сукмакĕпе хăй тĕллĕн утма тытăнĕ. Аслă пĕлÿ илнине çирĕплетекен хут алла илсен çамрăк хĕр шкулах ĕçлеме вырнаçасшăн. Каласа хăвармалла ĕнтĕ, Таня вĕрентекен вырăнĕнче ĕçлесе курнă та. 5-мĕш курсра вăл Шупашкарти 60-мĕш номерлĕ шкулта чăваш чĕлхипе литературин учителĕнче 2 уйăх хушши вăй хунă.

Тăван чĕлхене упраса хăварассишĕн хальхи вăхăтра нумай çын тăрăшать. Таня Артемьева пек çамрăк специалистсем обществăна питĕ кирлĕ. Çавăнпа та ăна хăйĕн пурнăçĕнче телей, ăнăçу тата иксĕлми вăй-хăват сунас килет.

А. ИСАКОВА,

И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ студентки.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика