05 марта 2011 г.
Уяв ячĕпе, аннеçĕм!
Кĕçех чи илемлĕ те хаваслă уяв çывхарса килет. Анне... Мĕнле çепĕççĕн те илемлĕн янăрать çак сăмах пур чĕлхере те. Анне! Эсĕ тĕнчере пĕртен-пĕрре. Манас çук ĕмĕрне. Нумай сăвă-юрă хывнă сан çинчен. Анне – пирĕн савăнăç, пирĕн пурнăç, пирĕн вăй. Ахальтен мар чăвашсен паллă ăсчахĕ, писателĕ, этнопедагогĕ Геннадий Никандрович Волков хăйĕн амăшне, Альтук аппана, чун-чĕререн хисеплесе çакăн пек сăмахсем çырса хăварнă: «Аннерен хакли мĕн пур; Ăна юрат, хисепле». Пĕр вĕçĕмех çырусем çырса тăнă вăл аякра пурăннă çулсенче амăшĕ патне. Нихăçан та манман хăйне çут тĕнче парнеленĕ çынна.
Пĕр ялта çуралса ÿснĕ вĕсем, выляса чупса çÿренĕ, çитĕннĕ. Пĕр шкулта, пĕр класра вĕреннĕ каччăпа хĕр. Лайăх паллăсемпе пĕтернĕ. Мал ĕмĕчĕсем пысăк пулнă аттепе аннен.
«Ĕмĕтленнĕ ĕмĕт пурнăçланать»,– теççĕ ваттисем. Çапла иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илсе таврăнаççĕ тăван кĕтесе ĕçлеме. Кашни çыншăн тăван ен, тăван кĕтеспе тăван кил хаклă-çке.
Манăн атте, Алексей Валерианович Лаптев, Муркашра нумай çул хушши шалти ĕçсен пайĕнче кинолог пулса ĕçлет. Çав хушăра темиçе хутчен те Чечен Республикинче пулма тиврĕ унăн. Унта паттăрла ĕçсем тунăшăн патшалăх наградисене те тивĕçрĕ. Паллах, çăмăл пулмарĕ аннене. Чăтса ирттертĕмĕр пурте пĕрле. Юрататпăр аттене, яту пултăр хисепре!
Ăшă кăмăллă та çепĕç чунлă аннеçĕм Полина Николаевна Лаптева – педагог. Вăл районти çамрăк техниксен станцийĕн Мăн Сĕнтĕрти филиалĕнче тĕрлĕ классенчи ал ĕçĕпе интересленекенсен кружокне ертсе пырать. Ачасен ĕçĕсемпе шкулта е районта иртекен куравсенче паллашма пулать. Хисеп грамотисемпе дипломсене тивĕçнĕ ал ĕç ăстисем хушшинче вара Катя Васильева (5-мĕш класс), Милена Петухова (5-мĕш класс), Оля Миронова (4-мĕш класс), Света Подилкина (5-мĕш класс), Карина Казакова (1-мĕш класс), йăмăкăм Марина (2-мĕш класс). Вĕсем – чи маттуррисем. Акă халĕ те вĕсем ашшĕ-амăшĕ валли уяв ячĕпе хатĕрленĕ тем тĕрлĕ пĕчĕк те хитре парнесене куратăп: тĕрленĕ салфеткăсем, ÿкерчĕксем, çăмламас теттесем... Пĕри тепринчен хитререх.
Юратать хăйĕн ĕçне анне. Яланах ырăпа асăнаççĕ ăна Мăн Сĕнтĕрте. Эпир, унăн пепкисем, унăн ятне çÿлте тытатпăр. Пул эс яланах хитре! Уяв ячĕпе сана, анне! Çак сăвă йĕркисем пулччăр парне!
Уявпа сана!
Саламлатăп уявпа,
Ырлăх-сывлăх пурнăçра!
Çепĕç, ăшă кулăпа
Çутататăн таврана.
Санăн мăшăр куçунта
Çунтăр хĕлхем ялкăшса,
Аслă, чаплă чунунта
Пурнăç тăтăр çуталса.
Шав утасчĕ малалла
Аннесемпе савăнса,
Хăпарасчĕ тăвалла
Аттесемпе мухтанса.
Женя ЛАПТЕВА,
Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче 9 «б» класра вĕренекен.