05 марта 2011 г.
Раççей Федерацийĕн административлă нормисене пăснин Кодексĕн 20.25 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн административлă штрафа 30 кун хушшинче тÿлемелле. Саккуна пăхăнмасан штраф калăпăшĕ çавăн чухлĕ ÿсет е парăмçăна 15 талăка арестлеме пултараççĕ. Çапла вара чи малтан парăмçăна асăрхаттарса суд приставĕсем постановлени ярса параççĕ. Ăна çакă та витермест пулсан приставсен требовани пама, протокол çырма лекет. Документсен пуххине парăмçă регистрациленнĕ вырăна миравай судьяна пăхса тухма ярса параççĕ.
Чылай чухне вара парăмçă тĕрлĕ сăлтавсене пула штраф укçине ниепле те тÿлеймест. Акă Иванов гражданин палăртнă вăхăтра 300 тенкĕ парăм тÿлеймен. Çапла вара Муркаш районĕнчи 1 " суд участокĕн миравай судйи пăхса тухнă хыççăн ăна пилĕк талăклăх арестлеме тивнĕ.
Çÿлерех асăннă саккун штраф калăпăшне икĕ хут ÿстерме ыйтать. Константинов гражданин та 300 тенкĕ чухлĕ парăма вăхăтра тÿлемен. Ун тĕлĕшпе административлă протокол çырма тивнĕ. Миравай судья постановленийĕпе килĕшÿллĕн 600 тенкĕ чухлĕ штраф укçи тÿлеме лекнĕ. Çавăнпа та парăма тÿлессине юлашки тапхăра хăварма кирлĕ мар.
Кашни кĕçнерни кун суд приставĕсен районти пайĕнче унăн пуçлăхĕ тата унăн çумĕ халăха юридици ыйтăвĕпе 15 – 18 сехетсенче йышăнаççĕ. Сирĕн ыйтусем пулсан, тархасшăн, пирĕн пата килме пултаратăр.
А.БОЧКАРЕВ, суд приставĕсен районти пайĕн пуçлăхĕ.