Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă шкулсем чĕнеççĕ

02 марта 2011 г.

Иртнĕ эрнере район администрацийĕн ларусен залне кăçал шкултан вĕренсе тухакансем йышлăн пухăнчĕç. Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Чăваш патшалăх университечĕ тата Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ вĕсене валли уçă алăксен кунне ирттерчĕç. Тĕл пулăва килнĕ виçĕ аслă шкул ĕçченĕсем хăйсем патĕнче хатĕрлекен специальноçсем пирки интереслĕ те тĕплĕн каласа пачĕç. Вун пĕрмĕшсен кашнин пиркиех пĕтĕмлетÿ тума май пулчĕ. Специальность суйласа илнĕ чухне паянхи кунпа çеç пурăнмалла мар. Çавăнпа та преподавательсем пĕтĕмĕшле патшалăх экзаменĕсене суйланă чух чи сахал хисеппе çырлахмалла маррине те шута илме сĕнчĕç. Аслă шкулсенче йышăну мĕнле йĕркепе иртни çинчен пĕлтернĕ чухне тĕрлĕ специальноçпа вĕренме кĕмелли пĕлтĕрхи вăтам баллсемпе конкурс çинче те, тĕллевлĕ майпа вĕренме кĕмелли çинче те чарăнса тăчĕç.

Çамрăксем тĕрлĕ буклетсемпе, хаçатсемпе паллашрĕç, студентсен илемлĕ концертне пăхса хавасланчĕç. Умра вара тĕп тĕллев – экзаменсене лайăх тытса шутланă çĕре вĕренме кĕресси.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика