Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйăхлăх пуриншĕн те усăллă иртрĕ

02 марта 2011 г.

Оборонăллă-массăллă ĕçсен тата спорт уйăхлăхĕ вĕçленчĕ. Кашни шкултах ăна ачасемшĕн усăллă ирттерме тăрăшрĕç. Муркашри вăтам шкулта та кашни кун тенĕ пекех тĕрлĕ енлĕ конкурссем, ăмăртусем, викторинăсем иртрĕç. Шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Е. Ефанова, Э. Яковлева тата О. Минаева аслă вожатăйсем, вĕсемпе пĕрле класс ертÿçисем те чылай тăрăшрĕç.

Акă уйăхлăхăн пĕрремĕш кунĕнчех шкул тирĕнче 10 тата 11-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче пăшалтан тĕл перессипе ăмăрту иртрĕ. Хыççăнах ку енĕпе 8–9-мĕш классенче вĕренекенсем те вăй виçрĕç. Интереслĕ ăмăртура хĕр ачасем те каччăсемпе танах ăмăртрĕç.

Йĕлтĕр çине вара шкулĕпех тăтăмăр. Ачасем тĕрлĕ çулсенче çуралнине шута илсе ăмăртнă классен командисем çитĕнÿ пурте пĕрле тăрăшсан çеç пулнине аван ăнланса илчĕç. 4 «в», 5 «б», 8 «в» тата 11 «а» классем çĕнтерÿçĕсен ятне çĕнсе илчĕç. Уйăхлăх вăхăтĕнче ăмăртусем спортăн тĕрлĕ енĕпе иртрĕç: волейбол, пионербол, «хаваслă стартсем», теннис тата ытти те. Теннисра, сăмахран, 8 «в» класра вĕренекен А. Харьков, А. Тодинов, С. Иванова малтисен ретĕнче пулчĕç. Пионерболра 6 «а» класра вĕренекенсем хастарлăх кăтартрĕç. Кĕçĕн классем хăйсене юмахлă хаваслă стартсенче тĕрĕслерĕç.

Ăс-тăн аталанăвĕ пирки те манмарăмăр. Акă тĕрлĕ конкурссенчен тăракан ăмăртăва 8-мĕш классем хушшинче ирттертĕмĕр. Кунта ачасем хăйсене географи, математика, биологи, хими, физика, литература енĕпе те тĕрĕслеме пултарчĕç. Л. Волкова ертсе пыракан 8 «а» класс çĕнтерчĕ.

«Эпĕ юрататăп сана, Тăван çĕр-шыв» патриот юррисен конкурсĕ хăйне май сумлăхпа палăрса асра юлчĕ. Виçĕ ÿсĕмре иртнĕ конкурсра жюри 6 «б» тата 8 «в» классем лайăх хатĕрленнине палăртрĕ. Шкулта мала тухнă уйрăм «юрăçсем» вара район шайĕнчи конкурсра шкул ятне ямарĕç, малти вырăнсене йышăнма пултарчĕç.

Уйăхлăха вĕçлекен пысăк мероприяти – 9–11 классенче вĕренекенсен спартакиади – ÿт-пÿ енĕпе те, ăс-тăн енĕпе те пултаруллисене палăртма май пачĕ. Командăсем хушшинче 10 «а» класс çĕнтерчĕ. Уйрăммăн вара çав класра вĕренекен Егор Ярухина тата 11 «а» класра вĕренекен Анна Мироновăна палăртрĕç.

Çак вăхăтра шкулта вĕренекенсем патĕнче хăнара Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине, Афганистанри тата Чечен Республикинчи хĕрÿ çапăçусене хутшăннисем те пĕрре мар пулчĕç. Çурлатринче пурăнакан Валерий Геннадьевич Максимов 8 «в» класшăн кĕтнĕ хăна пулчĕ. 1983 çулта Кабула лекнĕскер «За боевые заслуги» медале мĕншĕн тивĕçнине те каласа пачĕ. Халĕ вара вăл Шупашкарта ĕçлет. Çак паттăрпа йĕркеленĕ тĕл пулу уйрăмах арçын ачасемшĕн интереслĕ пулчĕ. Тĕрлĕ мероприятипе пуян уйăхлăхра саккăрмĕшсен «дневникĕнче» унăн вырăнĕ пысăк пулни ачасен калаçăвĕнчен те палăрчĕ.

Е. ВАРЛАМОВА,

8 «в» класс ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика