02 марта 2011 г.
Çул-йĕр çинчи инкексем юлашки вунă çулта уйрăмах нумайланни, паллах, транспорт хатĕрĕсем çулсеренех йышланса пынипе те çыхăннă. Водительсемпе çуран çÿрекенсене çул-йĕр çинчи йĕркене пăснăшăн административлă майпа явап тыттарассине Раççей Федерацийĕн административлă нормисене пăснин кодексĕн 12 сыпăкĕнче çырса панă.
Çак пайăн 12.24 статйи çинче вара тĕплĕнрех чарăнса тăрас килет. Ăна чи пĕлтерĕшли теме пулать. Мĕншĕн тесен вăл çын сывлăхне сиен кÿнипе çыхăннă.
Статьян пĕрремĕш пайĕнче çул-йĕр çинчи йĕркене е транспорт хатĕрĕпе усă курмалли йĕркене пăснипе çыннăн сывлăхне çăмăл сиен кÿнĕшĕн водителе 1000-1500 тенкĕ штраф пама е çулталăкран пуçласа çулталăк çурăччен транспорт хатĕрĕпе çÿрессинчен хăтарма право пуррине палăртнă.
Çыннăн сывлăхне çăмăл сиен кÿни, тепĕр майлă каласан, унăн сывлăхне кĕске вăхăтлăха хавшатни тата çакна пула вăл вăхăтлăх ĕçлеме пултарайманнипе танлашать.
Статьян иккĕмĕш пайĕнче çыннăн сывлăхне вăтам сиен кÿни пирки сăмах пырать. Çакăн пек чухне вара наказани 2000-2500 тенкĕ штрафпа е çулталăк çурăран пуçласа икĕ çулччен транспорт хатĕрĕпе çÿрессинчен хăтарассипе çыхăннă.
Çыннăн сывлăхне вăтам сиен кÿнĕ пулсан сывлăха çирĕплетме вăрах вăхăт кирлĕ, унăн пĕтĕмĕшле ĕçлеслĕхĕ те самаях чакать.
Çакна тĕслĕхсемпе çирĕплетсе парас килет. Акă районти судра çÿлерех асăннă статьяпа çыхăннă ĕçсене иртнĕ çулта та, унччен малтанхинче те 7-шер пăхса тухнă. Пĕлтĕр çак ĕçсем тăрăх 5 çынна явап тыттарнă.
Çул-йĕр правилисене е транспорт хатĕрĕпе усă курмалли йĕркене пăснă вăхăтра водительсенчен чылайăшĕ ÿсĕрле руль умне ларни çиеле тухать. Пĕлтĕр тишкернĕ ĕçех тĕслĕх вырăнне илме пултаратпăр. Июлĕн 2-мĕшĕнче Мускав – Уфа автоçулăн 612 çухрăмĕнче, пирĕн район территорийĕнче, Пелагеев (хушаматне улăштарнă) хăйĕн автомашинине «тытса чараймасть», çул çинчех «çухалса каять». Машинăна çул хĕрринче çеç чарма пултарать. Юнашар лараканăн сывлăхне çăмăл сиен кÿрет. Айăпĕ вара – водитель ÿсĕр пулнинче.
Нумай чухне аварисен сăлтавĕ водительсем палăртнинчен пысăкрах хăвăртлăхпа çÿренинче те. Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче трассăн 613-мĕш çухрăмĕнче КамАЗ водителĕ çак сăлтавпах хирĕç килекен машинăсен речĕ çине тухса каять, çăмăл машинăпа çапăнать. Аварире çăмăл машина водителĕн сывлăхне вăтам сиен кÿнине палăртаççĕ.
Çак икĕ тĕслĕхре айăплă водительсене иккĕшне те транспортпа çÿрессинчен хăтарнă. Юрать-ха çул çинчи инкексем çынсен сывлăхне сиен кÿнипе çеç вĕçленнĕ. Хăрушăрах та пулма пултарнă вĕт;
С. ТРИХАЛКИН,
Муркаш район сучĕн судйи.