Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сумлă ята тивĕçрĕç

02 марта 2011 г.

 

Çын ĕçпе илемлĕ, тет ваттисен сăмахĕ. Çак чăнлăх пурнăçра тăтăшах ума тухса пырать пулсан та нумайăшĕ ăна тивĕçлипе хакламасть. Ĕçлекен тăрăшулăхне вăл паян кăна кирлĕ пек йышăнать. Пĕрин мал туртăмлă ĕçĕн тĕслĕхĕ çинче ыттисене воспитани парассине иккĕмĕш вырăна хăвараççĕ, ĕçшĕн хаклассине юриех «манаççĕ». Кайран вара чавса çывăх та çыртма çук... Район администрацийĕпе ял хуçалăх пайĕ çулленех иртнĕ ял хуçалăх çулĕнчи ĕçсене тишкерсе обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсене тивĕçлипе чыслассине кун йĕркинче тытни вара Муркаш тăрăхĕнче экономика аталанăвĕшĕн тăрăшакан пирки самантлăха та манманни пирки калать. Кăçал çак пĕтĕмлетÿ нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче пулчĕ.

– Çĕннине тăтăш вĕренмеллине, ыранхи куна пăхса ĕçлемеллине, малашлăхшăн тăрăшмаллине пирĕнтен пурнăç ыйтать. Çакна эпир хамăр çинче туятпăр. Хамăр районăн, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн экономикине малалла уттарасси – пĕрлехи тивĕç, – терĕ анлă канашлăва пуçарса район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов.

Юлашки çулсенче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ палăртнă «Агропромышленность комплексне аталантарасси» приоритетлă наци проекчĕ ял хуçалăх предприятийĕсене, ялта пурăнакансене çĕнĕ аталану çулне уçса ĕçлеме вăй пачĕ. Çĕнĕлĕхсем ку таранччен пурнăçланă ĕçсем çине çĕнĕлле пăхма хистенине, кашнин умнех çĕнĕ тĕллевсем лартса çакна валли урăхла ĕç мелĕсем алла илме ыйтнине, производствăна çĕнĕ технологисем кĕртме хавхалантарнине пурсăмăр та курса тăратпăр. Мĕн тетĕр эсир; Пăр тапранчĕ, çанă тавăрса ĕçе кÿлĕннисен продуктивлăхĕ ÿсрĕ. Анчах та кун йĕркинче темĕнле проект-программа пулсан та конкретлă ĕçлекен ăсталăхĕ малти вырăнта тăрать. Вăл çапла пулнă, пур, пулĕ те. Çакна асра тытса тата обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче чунне парса ĕçлекенсен мал туртăмлăхне аталану çулĕ çинче пурнăçпа тан илсе пырас тĕллевпе район администрацийĕ çулленех пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕх пăхакансем хушшинче экономика ăмăртăвĕ ирттерет. Кăçал та çак ырă пуçару кун йĕркинчен тухса ÿкмерĕ. Пĕлсе йĕркеленĕ ăмăрту производство кăтартăвĕсене çаврăнчĕ.

2010 çулта районти пĕтĕм категориллĕ хуçалăхсенче 6196 тонна аш- какай туса илнĕ е, виçĕм çулхипе танлаштарсан, 98,6 процент. Сĕт производстви 44 пин те 252 тоннăпа танлашнă – 100,1 процент. Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне хуçалăхсем 46,1 центнер аш-какай, 288,4 центнер сĕт туса илнĕ. Ку кăтартусем 2009 çулхипе танлаштарсан 98 процент тата 97,9 процент пулаççĕ. Чăх-чĕп фабрики вара çăмарта туса илессине 1,8 процент ÿстернĕ: кашни чăхран çулталăкне вăтамран 330 çăмарта илнĕ.

Çулсерен «Оринино», Суворов яч. хис., Ильич яч. хис., «Герой», «Свобода», «Ударник», «Восток» хуçалăхсен ĕçченĕсем аш-какай, сĕт туса илессипе япăх мар ĕçлесе пыраççĕ. Çак хуçалăхсенче усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 61–207 центнер аш-какай, 326–1432 центнер сĕт туса илме мехел çитернĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче паянхи куна 5321 пуç мăйракаллă шултра выльăх (вăл шутра 2156 пуç сумалли ĕнесем), 7688 пуç сыснасем шутланаççĕ пулсан килти хушма хуçалăхсенче 10428 пуç мăйракаллă шултра выльăх (7415 пуçĕ ĕнесем), 2121 пуç сыснасем шутланаççĕ.

Самăртма хупнă мăйракаллă шултра выльăхсем пĕлтĕр талăкра вăтамран 506 грамм, сыснасем 307 грамм ÿт хушнă пулсан мăйракаллă шултра выльăхсен ÿт хушаслăхĕ Чкалов яч. хис. хуçалăхра 615 грампа, «Свобода» хуçалăхра 610 грампа танлашнă. Уйрăммăн илсен самăртма хупнă вăкăрсем «Свобода» хуçалăхра талăксерен 976 грамм ÿт хушнă. Самăртма хупнă сыснасем «Ударник» хуçалăхра талăксерен 518 грамм, «Геройра» 540 грамм ÿт хушнă.

Районĕпе пĕлтĕр 100 ĕне пуçне 83 пăру (унчченхи çулхинчен 5 пăру ытларах) илнĕ. Кунта Суворов яч. хис., Ильич яч. хис., Чкалов яч. хис. хуçалăхсен специалисчĕсене ырăпа асăнса хăвармалла.

Хуçалăхсем хушшинче сĕт сăвассине илес пулсан маттуррисен шутĕнче Суворов яч. хис. хуçалăха палăртмалла. Пĕлтĕр вĕсем 1161 тонна сĕт туса илчĕç (унчченхи çулхин 112 проценчĕ). Кашни ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăма 2009 çулхинчен 642 килограмм ÿстерсе ĕне пуçне тивекен вăтам кăтартăва хуçалăх 5805 килограма çитерчĕ.

Татăклă улшăнусем тума вăхăт çитнине ăнланнисем фермăсенчи производство оборудованине тĕпрен улăштарассипе тимлеççĕ. Пĕлтĕр кĕркунне «Оринино» хуçалăхра, иртнĕ уйăхра «Свободăра» çĕнĕ сĕт пăрăхĕсемпе холодильниксем вырнаçтарчĕç. «Передовик» хуçалăхăн Ахманери ĕне ферминче 200 пуç сумалли ĕне вырнаçакан сарай реконструкци хыççăн ĕçлеме пуçларĕ. Çакнашкал çĕнĕлĕхсем малашне ытларах пуласса шанас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика