02 марта 2011 г.
Çак кунсенче социаллă пĕлтерĕшлĕ тавар хакĕсене пăхса тĕрĕслесе тăракан комиссин черетлĕ ĕçлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов уçрĕ, ку тĕлĕшри пĕтĕмĕшле лару-тăрупа паллаштарчĕ. Ларăва потребкоопераци суту-илÿ предприятийĕсен, пĕчĕк тата вăтам предприятисен ертÿçисем, рынок управляющийĕ, уйрăм предпринимательсем, ку енĕпе ответлă ытти ĕçченсем пухăнчĕç.
Чи малтанах пухăннисене район администрацийĕн экономика пайĕн ертÿçи Э.И.Симакова суту-илÿ предприятийĕсемпе точкисенчи социаллă пĕлтерĕшлĕ тавар хакĕсемпе паллаштарчĕ, ытти тăрăхрисемпе танлаштарчĕ. Тавар туянакан ыйтăвĕсене тивĕçтерме, хаксене май пур таран пĕр шайра тытса тăма тăрăшмаллине палăртрĕ.
Чăваш Республикинче пĕр килограмм çăкăр хакĕ вăтамран 21,34 тенкĕпе (пĕр буханка 300-350 грамм таять) танлашать, районта 21,10 тенкĕпе сутаççĕ. Çĕр улмин пĕр килограмне Чăваш Енре 37,69 тенкĕпе, районта 35 тенкĕпе туянма пулать. Çу шайĕ 3,2 процентлă сĕте (1 литр) Чăваш Енре 32,24 тенкĕпе, пирĕн районта 30,10 тенкĕпе илме пулать. Сахăр песукĕн хакĕ (1 кг) пĕр майлах – 43 тенкĕ. Чи пĕлтерĕшлĕ таварсен хакне антимонополи служби контроллесе тăрать.
Çавăн пекех Роспотребнадзор управленийĕн Чăваш Республикинчи представителĕ С.Н.Михайлова, территори уйрăмĕн тĕп эксперт специалисчĕ Г.Г.Воробьева апат-çимĕç сутас ĕçри требованисем çинче чарăнса тăчĕç, тавар туянакан прависене хÿтĕлесси пирки каларĕç.
Суту-илÿ ĕçĕнчи хăш-пĕр самантсем çинче ытларах чарăнчĕç. Хамăр патра туса кăларакан продукци пахалăхне ÿстермеллине, упаковка çине Чăваш наци символикин элеменчĕсене кĕртмеллине, хатĕр продукци куравне йĕркелемеллине палăртрĕç тата ытти хăш-пĕр самантсем çинче чарăнса тăчĕç.