02 марта 2011 г.
2011 çулхи октябрь уйăхĕнче Орининти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул хăйĕн 150 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет. Çав тапхăрта çĕршер те çĕршер вĕренекен кунта пĕлÿ илсе пурнăçăн аслă çулĕ çине тухнă. Кунти шкул коллективĕ те ачасене тарăн та тĕрĕс воспитани парас, вĕсене пурăнма вĕрентес тесе питĕ тимлет. Ахальтен мар ĕнтĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн ятран паракан стипендине тивĕçнисем хушшинче Оринин шкулĕн вĕренекенĕсем те пур. Кăçал Настя Дмитриева (3-мĕш класс) çак чыса тивĕçрĕ.
Лайăх вĕренекенсене шкул дирекцийĕ те хавхалантарма тăрăшать. Кашни çур çул пĕтĕмлетĕвĕпе кĕçĕн, вăтам тата аслă классенче пĕлÿ пухакансене пĕрер ачана шкул дирекцийĕ ятарлă стипендипе тивĕçтерет. Кăçал ку стипендие Мария Угольниковăна (3-мĕш класс), Диана Федоровăна (7-мĕш класс), Анжела Блиновăна (9-мĕш класс) пачĕç.
Учительсен пултарулăхĕ пысăк. Çакна вара Оринин шкулĕнчен тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухса палăрма ĕлкĕрнĕ студентсемпе çамрăксем тата ыттисем те çирĕплетсе параççĕ. Вĕсем хăйсен пултарулăхне çÿллĕ шайра тытаççĕ. Паллă ĕнтĕ, вĕрентекенсен тÿпи кунта пĕчĕк мар.
ЧР Президенчĕн çулсерен паракан стипендине кунта тĕрлĕ çулсенче пĕтĕмпе 7 вĕренекен илме пултарнă. Кусем вĕсем Елена Сергеевна Алексеева (Оринин шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренет), Юлия Ивановна Ананьева (Оринин шкулĕнче 8-мĕш класчен вĕреннĕ, халĕ Муркаш шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренет, «Родина» çарпа патриотика клубĕн членĕ), Татьяна Александровна Волкова (Муркашри тĕп библиотекăн уйрăм ертÿçи), Ольга Владиславовна Киршева (хĕр чухнехи хушамачĕ Налимова, Муркашри çамрăк техниксен станцийĕн хушма пĕлÿ паракан педагогĕ), Елена Святославовна Павлова («Оринино» хуçалăх бухгалтерĕ), Людмила Владимировна Филиппова (Муркашри ачасемпе çамрăксен В. Егорова ячĕпе хисепленекен спорт шкулĕн воспитанникĕ), Наталья Сергеевна Каликова (Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнче 4-мĕш курсра вĕренет).
Чăннипех те пултаруллă та маттур эсир, Оринин шкулĕнчен вĕренсе тухнă яш-кĕрĕм! Эпир сирĕнпе чăннипех мухтанма пултаратпăр.
Ирина СКВОРЦОВА.