Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынлăха çухатсан

02 марта 2011 г.

Çĕр çине çын хăнана кăна килет теççĕ халăхра. Апла пулсан ăна тĕрĕс те тĕллевлĕ пурăнса ирттерме, пурнăçа хаклама тăрăшмалла пек туйăнать. Пурнăç чăнлăхĕ вара урăхларах килсе тухать: пÿтсĕр çынсене пула пĕрин пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать, тепри хăй пурнăçĕ çине пысăк хĕрес лартса ĕмĕрлĕхех «кирпĕч шутлама» кĕрсе ларать. Акă февралĕн 12-мĕшĕнче районта хăрушă хыпар сарăлчĕ, пурне те хумхантарчĕ.

Пулса иртнĕ преступлени пирки районсем хушшинчи Етĕрнери следстви пайĕн следователĕ В.В. Долгов çапла пĕлтерчĕ:

– Шурча ялĕнче çуралса ÿснĕ яш ытла та пÿтсĕр ĕç туса хунă. Вăл Ярапайкассинчи пĕр хуçалăха кайнă. 76 çулхи ватăна шеллемен, ăна тапăннă, хĕненĕ: кăкăрĕнчен, питĕнчен темиçе хутчен çапнă хыççăн урайне ÿкернĕ, хăйĕн тискер ĕçне малалла тăснă. Çынлăха çухатнă яш ватă çынна пăвса вĕлернĕ.

Çавăн пекех ăна ытти преступленисемшĕн те айăплаççĕ. Шупашкар хулин Мускав районĕнчи пĕр хĕрарăмăн пурнăçне татнă тата Муркаш салинче вăрланă чылай тĕслĕхе унпа çыхăнтараççĕ. Халĕ çакă тата ытти тĕлĕшпе следстви ĕçĕсем пыраççĕ.

Çавăн пекех çак кунсенче пĕр уголовнăй ĕçе пĕтĕмлетме май килчĕ. Маларах Йуçкасси ял тăрăхне кĕрекен Çĕмĕрткасси ялĕнчи 19 çулхи яшăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнăччĕ, ăна тискеррĕн вĕлернĕччĕ. Ку преступление çак ял тăрăхĕнчи Кив Матьăк ялĕнче 1982 çулта çуралнă çын тунă тесе пĕтĕмлетме май килчĕ. Çын вĕлерекене 15 çуллăх ирĕкрен хăтармалла турĕç. Çак хăрушă преступлени сăлтавĕ эрехпе çыхăннă. Маларах вара вĕсене ответлă ĕçченсем пĕрре мар ку енĕпе асăрхаттарнă, анчах та эрех туйăмĕ вăйлăрах пулнă. Çак кунхине те эрехпе айкашнă. Наркăмăшпа минресе çитнĕскерĕн тискер кайăк туйăмĕ çуралнă, алла çĕçĕ тытса тепĕр çынна касса-тирсе вĕлернĕ.

Р. ИЛЛАРИОНОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика