Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тузика та, Кампура та сăнчăрта тытмалла

02 марта 2011 г.

Пĕррехинче çапла Муркашра общежити (унччен гостиница пулнă) умĕпе пыратăп. Çурăмран такам тĕкнипе каялла çаврăнтăм. Палланă юлташ пулĕ-ха тетĕп. Çаврăнтăм та, ман умра - пăру пек овчарка. Сĕлекине сирпĕтсе мана вĕрет, шăлĕсемпе пĕр самантра туртса çурма хатĕр. Кайран пĕлтĕм, хайхи йытă юнашар çуртри балкон айне çăвăрланă пулнă.

Çапла, ял урамĕсенче йытăсем чупнине хăнăхрăмăр. Анчах вĕсен ушкăнне тĕл пулсан çÿç-пуç вирелле тăрать. Инкек пуласси те инçе мар. Ял йыттисем выльăх-чĕрлĕхе çурса тăкни районта пĕрре мар пулнă. Çынна çыртнă тĕслĕхсем те çук мар. Çавăнпа ĕнтĕ йытта сăнчăрта тытма хушаççĕ. Урама илсе тухас пулсан ăна ятарлă çăварлăх тăхăнтартмалла. Ку енĕпе саккуна пăсакансен вара явап тытма тивет.

Февралĕн 18-мĕшĕнче район администрацийĕ çумĕнчи административлă комисси ĕçлерĕ. Ку хутĕнче йыттисене кăкарман граждансене ответ тыттарас ыйтăва пăхса тухрĕç.

Тÿрех палăртатпăр, административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан республикăри административлă кодексăн 15 статйин 1-мĕш пайĕ çакăн пек айăплав палăртать: 500 тенкĕрен пуçласа 1000 тенкĕ таран штраф. Çапла, йытта урама кăларса яракана 500 тенкĕрен пуçласа 1000 тенкĕ таран штраф кĕтет. Асăрхаттармалла тени çук. Çĕньял Очăкасси ялĕнчи Г. Анисимовăна та, Г. Федоровăна та комисси 500-шер тенкĕлĕх штраф пачĕ.

Ку ларура комисси Шупуç, Тренккă, Сыпай, Милютакасси, Очăкасси, Мемеккасси, Тяпакасси, Мăн Сĕнтĕр ялĕсенчи 13 граждана явап тыттарчĕ, кашнинех 500-шер тенкĕ штраф хучĕ.

– Административлă комисси тĕллевĕ çынсене штрафласси мар, – тет унăн ертÿçи В. Никитин, – ял урамĕсенче йĕрке тăвасси. Çав шутра йытăсене чупма чарассипе те. Милици ĕçченĕсем те ку енĕпе тимлĕхе çухатмаççĕ. Апла пулсан тăватă ураллă туссене сăнчăртах тытар. Капла пуриншĕн те лайăхрах.

А. ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика