Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ыйтăвĕ тавлашу ан çураттăр

02 марта 2011 г.

Малашлăх тата пуласлăх çамрăксенче тенине час-часах илтме пулать. Эпир ялта çуралнă, унтах пурăнатпăр тата ĕçлетпĕр. Вăхăтăн хăйĕн саккунĕ: пĕрисем килеççĕ, теприсем каяççĕ.

Халĕ мĕн асăрхатăн-ха. Ялсенче ытларах чухне çулланнă, ватăлнă çынсене тĕл пулма тивет. Ял хуçалăх производствинчи ĕçсенче çамрăксен йышĕ те пысăк мар. Енчен те каччăсемпе хĕрсене тăван ялта хăварас енĕпе тимлĕх уйăрмасан ăçта çитсе тăрăпăр-ши; Кун пирки вырăнти чиновниксен хальтерех шухăшламалла. Халĕ шкулсенчен вĕренсе тухакан çамрăксем валли аслă вĕренÿ заведенийĕсенче ятарлă тарăн пĕлÿ илнĕ хыççăн тăван ял хуçалăхне ĕçлеме килме пур енлĕ условисем туса памалла, вĕсене хавхалантармалла.

Ялта юлма кăмăл тунă яшсене вара акă мĕн-мĕн канăç памасть тата. Чи малтанах – пурăнмалли çурт-йĕр çавăрасси. Калăпăр, шкултан вĕренсе тухнă хыççăн çамрăк çара службăна каять. Унтан таврăнсан вăл çемье çавăрасшăн тейĕпĕр. Анчах та йышлă çемьере çуралса ÿснĕ пулсан вĕсен çĕнĕ çĕре уйрăлса тухса пурăнма кил-çурт çавăрма тивет.

Çумăр хыççăн кăмпа шăтса тухса хăвăрт ÿсет. Шел те, кил-çурта çапла тума май çук. Строительство материалĕсен хакĕ самаях пысăк. Кил-çурт çавăрма вара укçа-тенкĕ чылай кирлĕ. Ялта пурăнма кăмăл тунă каччăсенчен хăшĕсем тĕрлĕ сăлтавсене пула ыттисем пек укçа-тенкĕ ĕçлесе пухма аякка нумай вăхăтлăх тухса каяймаççĕ вĕт-ха. Кайнисем те тепĕр чухне каялла пуш кĕсьепех таврăнаççĕ. Ырă пурнăçран-и çакă вара;

Кил-çурт çавăраканшăн хальлĕхе татса паман ыйтусем те пайтах. Калăпăр, çурт лартмалла. Анчах та ăна çавăрма, хушма хуçалăха аталантарма кăмăл тăвакансем валли чăх ури пусмалăх та çĕр лаптăкĕ çук. Ăна илес тесен те сахал мар «тар тăкăнать», кăмăл пусăрăнать, хуçăлать.

«Ан кулян, аукцион ирттереççĕ те, укçа-тенкĕ ытларах тÿлетĕн те çĕрлĕ пулатăн»,– теме пăхаççĕ хăш-пĕр чиновниксем. Вăл çапла пулĕ те, анчах та тин кăна шкултан вĕренсе тухнă, унтан хĕсметре службăра тăнă каччăн укçи-тенки ăçтан пултăр-ха; Çакă тĕлĕнтерет мана.

Каччăсемпе хĕрсем тăван кĕтесрен ан сивĕнччĕр тесен проблемăллă çак çивĕч ыйтусене йĕркеллĕ татса пама вырăнсенче мелсем шырамаллах.

Çĕнĕ 2011 çул умĕн Раççей Президенчĕ Д. Медведев телеинтервьюра ахальтен мар ĕнтĕ çĕр-шывра çĕр политикине улăштарса çĕнĕлĕхсем кĕртесси пирки те тĕплĕн чарăнчĕ. Ку енĕпе тĕслĕхсем те илсе кăтартрĕ. Сăмахран, Иваново облаçĕнче ялта пурăнма кил-çурт çавăрма кăмăл тунисене çĕр участокĕ тÿлевсĕр йĕркепех уйăрса параççĕ. Çак тĕслĕх кунти пуçлăхсем ялтисемшĕн тăрăшнине тÿрремĕнех çирĕплетсе парать мар-и; Çакăн пек тума хамăр патра та мелсем шырамалла. Ялта кил-çурт çавăрма тата хушма хуçалăх валли çĕр участокĕ çителĕклĕ чухлĕ тÿлевсĕр уйăрса парасси пирки каланине çĕр çинчен калакан саккуна кĕртмеллех.

Хамăн сăмахсене Д. Медведев Президент телеинтервьюра каланă сăмахсемпе чăвашла куçармасăрах вĕçлеме кăмăл пур. «В принципе нужно думать о том, чтобы наши люди могли в упрощенном порядке получать землю не только для сельхозработ, не только для того, чтобы вести подсобное хозяйство, а просто для того, чтобы обустраиваться, чтобы жить... Мне кажется, что нам нужно в каком-то плане поменять даже ментальность, потому что нельзя все время кучковаться, нужно стараться создавать нормальные условия для жизни. И здесь очень многое будет зависеть от того, насколько эта политика правильно будет реализована в регионах»,– терĕ вăл. Пĕтĕмпех тĕрĕс сăмахсем. Пурнăç кустăрми малаллах çаврăнать. Пирĕн районта та кил-çурт лартма кăмăл тăвакансене çĕрпе тивĕçтерес енĕпе ыррине çеç кĕтетпĕр.

А. ШАРИКОВ, Раççей

журналисчĕсен союзĕн членĕ.

Тереç ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика