Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Активлă хутшăнар, тивĕçлисемшĕн сасăлар!

02 марта 2011 г.

Астăватăр ĕнтĕ, иртнĕ çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ иртрĕ. Ун чухне эпир ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, депутатсен районти тата ял тăрăхĕсенчи Пухăвĕсен депутачĕсене суйларăмăр. Шел пулин те уйрăм округсемпе суйлав иртмен тесе йышăннă. Çавăнпа та кăçалхи мартăн 13-мĕшĕнче вĕсенче суйлав тепĕр хут иртет. Унччен вара шутлă кунсем кăна юлаççĕ. Çавăнпа та çитес суйлав ыйтăвĕсемпе тĕплĕнрех эпĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне, йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхне, территори суйлав комиссийĕн председательне Лилия Юрьевна ТАРАСОВĂНА каласа пама ыйтрăм.

– Лилия Юрьевна, мĕнпе çыхăннă-ха суйлава иккĕмĕш хут ирттересси;

– Çак процедура «Раççей Федерацийĕн гражданĕсен суйлав правин тата референдума хутшăнмалли правин тĕп гарантийĕсем çинчен» Федераллă саккунпа тата Чăваш Республикин «Чăваш Республикинче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене суйласси çинчен» Саккунпа килĕшÿллĕн пулса иртет.

Акă саккунпа килĕшÿллĕн ял тăрăхĕн пуçлăхне суйлама кандидатсем бюллетеньре иккĕрен кая мар кирлĕ. Оринин ял тăрăхĕпе ял тăрăхĕн пуçлăхне суйлама тăратнă кандидатсенчен сасăлав кунĕччен (2010 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕ) хăйсен кандидатурисене каялла илнĕрен пĕр кандидат кăна юлчĕ. Çавна май ял тăрăхĕн пуçлăхне суйлама май килмерĕ. Мартăн 13-мĕшĕнче кун пек ыйту пулмасть тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен паянхи куна Оринин ял тăрăхĕн пуçлăхне суйлама тăратнă кандидатсем 6 çын. Мартăн 13-мĕшĕнчи суйлавра хăшĕ вĕсенчен ытларах сасă пухать, вăл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулать те. Сăмах май ял тăрăхĕн пуçлăхне 21-мĕш Оринин, 22-мĕш Атапай, 23-мĕш Пăсăрман, 24-мĕш Мулкачкасси суйлав участокĕсене кĕрекен ялсенчи суйлавçăсен сасăласа суйламалла пулать.

Кунпа пĕрлех пĕр мандатлă 3-мĕш Уйкас Янасал суйлав округĕнчи 4-мĕш Ваçкасси суйлав участокĕпе, 10-мĕш Мăн Сĕнтĕр суйлав округĕнчи 6-мĕш Мăн Тутаркас суйлав участокĕпе, 2-мĕш Ильинка суйлав округĕнчи 10-мĕш Тренккă суйлав участокĕпе, 7-мĕш Катькас суйлав округĕнчи 15-мĕш Калайкасси суйлав участокĕпе те суйлав иртĕ. Кунти суйлавçăсем вырăнти депутатсене суйлĕç.

Çавна каласа хăварасшăн. Депутатсен Пухăвĕсен депутачĕсене суйланă чухне бюллетеньре пĕршер кандидат пулсан та çитет. Анчах та услови – уншăн сасăланисен хисепĕ хирĕç сасăланисенчен ытларах пулмалла. Октябрьти суйлавра вара тепĕр майлă пулса тухрĕ. Бюллетеньсенче пĕрер кандидат пулнă, пĕри те вĕсенчен кирлĕ чухлĕ сасă пухайман. Паллă ĕнтĕ, икĕ кандидат пулнă пулсан ытларах сасă пухаканни депутата суйланатчĕ. Ку хутĕнче асăннă округсемпе тăратнă кандидатсем икшер-виçшер çын.

Çапла вара мартăн 13-мĕшĕнче Оринин ял тăрăхĕн пуçлăхне тата вырăнти тăватă депутата суйламалла пулĕ.

– Хатĕрленÿ ĕçĕсем пирки мĕн калама пултаратăр;

– Ку тĕлĕшпе тĕп ĕçсене вĕçленĕ ĕнтĕ. Суйлавçăсен списокĕсене пăхса тухса çирĕплетнĕ, бюллетеньсене янтăланă, сасăлав валли уйăрнă вырăнсем суйлавçăсене йышăнма хатĕр. Пысăк пĕлтерĕшлĕ çак ĕçе тивĕçлĕ шайра туса ирттерессипе пăхса хуман ыйту сиксе тухма кирлĕ мар тесе шутлатăп.

– Юлашки ыйту. Çÿлте асăннă суйлав участокĕсенчи суйлавçăсене чĕнсе мĕн калас тетĕр;

– Маншăн пулсан ик айкки те тăвайкки тесе суйлава хутшăнассинчен никамăн та пăрăнса юлма кирлĕ мар. Суйлава хутшăнса эпир хамăрăн малашлăхшăн сасăлатпăр. Ял çыннисем – суйлавçăсем çакна тĕрĕс ăнланасса шанатăп.

Суйлав ирттерессин йĕркисем унчченхисемех. Суйлав участокĕсем ирхи 8 сехетрен тытăнса 20 сехетчен ĕçлеççĕ. Суйлава пыраканăн пĕрле паспорт пулмалла. Енчен ку е вăл сăлтавпа суйлавçă участока пыма пултараймасть пулсан унăн кун пирки пĕлтерес пулать. Ăна киле пырса сасăлаттарĕç.

В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика